ШĂПĂР КУРĂКĔПЕ
2 Ноября, 2016 | Сывлăх | Сывлăх | Ешĕл аптека

Шăпăр курăкĕ /алтей лекарственный/ çемçетекен, хÿтĕлекен, шыçнине ирттерекен витĕмпе палăрса тăрать.

Манкана çемçетсе кăларма. Шăпăр курăкĕнчен спирт настойки хатĕрлемелле. 6 апат кашăкĕ чĕртавара çур литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта 10 кун лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 10-20 тумлам настойкăна 2-3 апат кашăкĕ вĕри шыва ярса ĕçмелле.

Коклюш аптратсан. Шăпăр курăкĕн 1 десерт кашăкĕ типĕ чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 2-шер апат кашăкĕ шĕвеке пÿлĕм температури таран ăшăтса ĕçмелле.

Ÿпке шыçсан. Вĕтетнĕ типĕ 1 апат кашăкĕ çулçа тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут чĕрĕкшер стакан пĕчĕк сыпкăмсемпе ăшăлла ĕçмелле.

Юнри сахăр шайне чакарма. Шăпăр курăкĕн 2 апат кашăкĕ типĕ тымарне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 15 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут çуршар стакан ĕçмелле.

Виçĕ юплĕ нерв шыçсан. Шăпăр курăкĕн вĕтетнĕ типĕ 3-4 чей кашăкĕ тымарне вĕресе сивĕннĕ 1 стакан шыва ямалла, 8 сехетрен сăрăхтармалла. Чирлĕ нерв çине примочкăпа компресс хума усă курмалла.

Ура çинчи рожăран. Вĕтетнĕ типĕ 2,5 апат кашăкĕ тымара 3 стакан шыва ямалла, шыв мунчине лартса 45 минут пиçĕхтермелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Шĕвекре йĕпетнĕ марля салфеткăна сиенленнĕ ÿт çине хумалла. Çыхăпа çирĕплетмелле, çаплах çĕр каçмалла. 3-4 процедура хыççăн ÿт лайăхланма пуçлать.

Ÿслĕкрен сипленме. 3-4 чей кашăкĕ вĕтетнĕ тымара 2 стакан сивĕ шыва ямалла. 6 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.