«Шăпа мана шелленĕ...»

Вăйпиттисене фронта илсен, вĕсем вырăнне хĕрарăмсемпе ачасем тăнă. Кĕçĕн Чуллăра çуралнă Геннадий Михайлович Михайлов вăл вăхăтра Красноармейскинчи вăтам шкулта вĕреннĕ, çав хушăрах тăван ялта бригадир-счетоводра ĕçленĕ. «Победа» колхоза ун чухне А.Герасимов ертсе пынă. Вăрçă Генăна вăтам шкула йĕркеллĕ вĕренсе пĕтерме паман: аттестат маларах тыттарса 1943 çулхи январĕн 13-мĕшĕнче Çара илнĕ, Муромри çар училищине ăсатнă. Унтан Геннадий Михайлович Ленинград, Волхов тата Карели фрончĕсенче çапăçнă. Каярахпа Инçет Хĕвелтухăçĕнчи механизациленĕ дивизие лекнĕ. Карпат леш енчи çар округĕнче рота командирĕ те пулнă.

Геннадий Михайловичпа тăван ялĕнче эпĕ пĕр хут çеç мар курнăçнă. Урамри пĕрене çинче чун каниччен сăмахланине паянхи евĕрех астăватăп. Запасри подполковник çинчен ку ялти О.Афанасьевăпа пĕрле 2014 çулта кăларнă «Мăнаçланатпăр санпа, Кĕçĕн Чуллă!» кĕнекере те кĕскен çырса кăтартрăмăр. «Шăпа мана пĕртте иртĕхтермен», - çапла калатчĕ ялан вăл. Çарти паттăрлăхшăн Геннадий Михайловича Хĕрлĕ Çăлтăр тата икĕ хутчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕсемпе, нумай медальпе наградăланă.

80 çулхи юбилейне вăрçă ветеранĕ ялйышпа - Кĕçĕн Чуллăсемпе пĕрле паллă тунăччĕ. Халĕ, 90 çула çывхарса пынă май сывлăхĕ кăшт хавшак та - яла ытлах килсе çÿреймест.

Венгрири хирĕçтăрăва хутшăннăскер кун пирки хăй вăхăтĕнче Геннадий Михайлович çапла каласа панăччĕ:

- Пирĕн дивизие Будапешт çывăхне куçарчĕç. Венгри тĕп хулинчи Сталин площадьне илнĕ чухне икĕ батальон заданирен каялла таврăнмарĕ. Пирĕн ротăн черет çитрĕ. Ку плацдарма кирек епле пулсан та йышăнма приказ илтĕмĕр. Мана 12 офицерпа салтаксем пăхăнатчĕç. Таврăнайманнисен йăнăшĕ мĕнре пулнă-ха? Вĕсем çапăçăва офицер тумĕпе кĕнĕ. Хайхискерсене снайперсем тÿрех тĕп тунă та. Эпĕ вара офицерсене те, чĕрĕ мишень ан пулччăр тесе, салтак тумĕ тăхăнма хушрăм. Тăшман артиллерийĕ тÿреме снарядсемпе хупласах тăчĕ, пирĕн пĕр салтака амантрĕç. Тÿреме çапах та çĕнсе илтĕмĕрех. Тепĕр тĕслĕх аса килет. Ун чухне эпир Будапешт хулинче тăраттăмăр. 150 çухрăм аяккарахра вырнаçнă боеприпассен складне сыхлава илмеллеччĕ. Унпа ыттисем усă курма пултарас хăрушлăх пурччĕ. Ман отряда Венгри офицерĕсен пĕр ушкăнне пачĕç. Çул çинчи кашни ялтах венгрсен фашистсене çывăх подразделенийĕсем хуçаланатчĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пухнă опыт мана кунта та çав тери пулăшрĕ, склад патне тытăçусăрах çитрĕмĕр.

Каярахри пĕр çапăçура Геннадий Михайлович контузи илнĕ. Мукачево хулинчи госпитальте выртса тухнă. Пĕр уйăх сипленнĕ хыççăн ăна Тюмень çывăхне, унтан Камчаткăна куçарнă. Запаса тухсан ялхуçалăх институтĕнчен вĕреннĕ, совхоз директорĕнче ĕçленĕ. Ашшĕпе амăшĕ ватăлса çитсен вĕсем чĕннипе 1969 çулта çемйипе Шупашкара куçса килнĕ, 23, 6, 17-мĕш шкулсенче ĕç урокĕн учителĕнче, военрукра ĕçленĕ.

Виктор ДАНИЛОВ.

Красноармейски районĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Виктор ДАНИЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.