ШАОЛИНЬ МАНАХĔСЕН ВĂРТТĂНЛĂХĔСЕМ
Китайра асамлă пĕр вырăн пур. Унта пуянсем те, чухăнсем те, палăрнисем те, ахаль çынсем те лекме тăрăшаççĕ. Анчах Шаолинь хăйĕн вăрттăнлăхĕсене пурне те уçса памасть, чунпа таса çынсене кăна йышăнать.
Тĕнчепе килĕшÿре
Шаолинь манахĕсем урăх тĕнчерен килнĕ çынсем пек туйăнаççĕ. Вĕсем хăйсемпе хăйсем, тавралăхпа, уçлăхпа килĕшÿре пурăнаççĕ. Пуç, сыпăсем ыратни мĕнне те пĕлмеççĕ. Кашни куна телейлĕ, таврара мĕн пулса иртнине пархатарлăх вырăнне йышăнса ирттереççĕ. Тен, çавăнпах Шаолинь çыннисем пирĕнтен ытларах пурăнаççĕ, çав тери ватă чухне те питĕ илĕртÿллĕ курăнаççĕ. Ку тĕлĕшпе вĕсене мĕн пулăшать-ха?
Риспа тасатни
Организма шлаксенчен тасатмалли çак меслет пĕвер, вар-хырăм ĕçне йĕркене кĕртме, шлаксемпе наркăмăшсене кăларма, ытлашши виçерен пĕр сиенсĕр хăтăлма пулăшать.
Пăрса хупмалли виткĕçлĕ кĕленче савăта хăвăрăн çулсемпе пĕр чухлĕ апат кашăкĕ çунă çавра рис тултармалла, вĕренĕ ăшă шыв хушса сивĕтмĕше лартмалла. Ирхине шĕвекне тăкмалла, риса 1-2 апат кашăкĕ тÿпелесе ăсса илмелле, шыв хушса вăйсăр çулăм çинче 3-4 минут пĕçермелле. Выç хырăмла тăвар, ытти техĕмлĕх хушмасăр çисе ямалла. Ирхи 7 сехет çурăччен хатĕрлесе çисен лайăхрах.
Савăтра юлнă рис çине каллех шыв ярса сивĕтмĕше лартмалла. Çак процедурăна пĕтĕм риса çисе яричченех пурнăçламалла.
Çак меслетпе хатĕрленĕ рис губка пек пулса каять, вăл вара, организма лексе, пĕтĕм наркăмăша, сиенлĕ ытти япалана туртса илет, юн тымарĕсемпе лимфăсене тастать.
Васкамалла мар
Эпир килте те ĕç, тĕрлĕ ыйту шухăшĕсен ытамĕнчен тухаймастпăр. Шаолинь манахĕсем васкамаççĕ, хăйсен пурнăçне япăх пулăмсене кĕртмеççĕ, кашни самантпа киленеççĕ. Çакна мĕнле хăнăхмалла-ши?
Чи малтанах куна тĕрĕс йĕркелемелле: çур çĕрччен 2-3 сехет маларах çывăрма выртмалла, ирхине 6 сехетре тăмалла. Ултă-сакăр сехет канлĕ çывăрни организмăн пĕтĕм тытăмĕн ĕçне йĕреклеме çителĕклĕ. Стреса çĕнтерме медитаци меслетне вĕренсен лайăх. Кашни кун канса, кĕлеткене çемçетсе илни усăллă. Шăплăхра, никам чăрмантарман вырăнта меллĕ вырнаçса лармалла, куçа хупмалла, куç умне тикĕс шывлă ту кÿллине, илемлĕ тавралăха кăларса тăратмалла. Çакăнти ырă шăршăпа киленнине, сире кунта питĕ хăтлине туйма тăрăшмалла. Медитаци валли малтанлăха кунне 5-7 минут уйăрсан та çителĕклĕ, хăнăхсан вăхăтне хушса пыма юрать.
Шаолинь манахĕсем çапла сĕнеççĕ: пурнăçра пĕтмĕпех эпир шухăшланă пек пулса пымасть, анчах чи йывăр вăхăтра та алла усмалла мар. Кирек хăçан та лару-тăрăва лайăхлатма сирĕн вăй çитессе шанса тăмалла.
Хусканмаллах
Кашни çыннăн чун тасалăхĕшĕн кăна мар, ÿт-пÿ çирĕплĕхĕшĕн те тăрăшмалла. Çавăнпа куллен çителĕклĕ хускални пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тренажер залĕнче сехечĕ-сехечĕпе тар юхтармасан та юрать. Паркра, вăрманта ытларах уçăлса çÿремелле.
Комментари хушас