ШĂНСА ПĂСĂЛСАН

Шăнса пăсăлсан, бронхит, ангина аптратсан сипленнĕ чухне усă курмалли темиçе рецептпа паллаштаратпăр.

  •  Теркăпа хырнă 1 стакан хĕрлĕ кăшмана 1 апат кашăкĕ 6 процентлă уксуспа хутăштармалла. 4 сехет лартмалла та пăчăртаса сĕткенне юхтармалла. Унпа пыра кашни ир чӳхемелле. Сĕткене каçхине хатĕрлемелле, холодильнике лартмалла. Ирхине пыра чӳхес умĕн ăшăтмалла.
  •  1 апат кашăкĕ панулми уксусне çур стакан шыва ямалла. Ăшă шĕвекпе пыра кунне темиçе хут чӳхемелле. Панулми уксусĕ килте хатĕрлени те, лавккара туянни те юрать.
  •  Çур лимона хуппипех вĕтĕ вакласа тата вăтам 7-8 шăл ыхрана вĕтетсе çур литр банкине хумалла. Вĕресе сивĕннĕ шыв ямалла. 4 куна холодильнике лартмалла. Лимонпа ыхрана кăларса илмелле мар. Кунне пĕрре апатчен 20 минут маларах 1-ер апат кашăкĕ ĕçмелле, пĕчĕкрех ачасене 1-ер десерт кашăкĕ ĕçтерме юрать. Банкăри шĕвек сахаллансан çĕнĕ виçе хатĕрлемелле. Сиплĕ шĕвеке çуркуннечченех, грипп эпидемийĕ иртичченех, ĕçмелле. Анчах вар-хырăм чирĕсемпе аптракансене вăл юрамасть.
  •  Ахаль чей вырăнне хăмла çырлин е çĕр çырлин çулçисенчен пĕçернĕ чей ĕçсен лайăх. Хăмла çырлин çулçин чейне бронхит, пневмони чухне ĕçеççĕ, унпа пыра чӳхеççĕ. Вăл температура ӳссен те, ОРЗ чухне те усăллă, тар вăйлă хăвалать. Çĕр çырлин çулçи С витаминпа çырлинчен пуянрах. Çавăнпа ăна типĕтсе хатĕрлеççĕ, хĕлле унран витамин чейĕ хатĕрлеççĕ. 2 апат кашăкĕ çулçа тин вĕренĕ 2 стакан шыва ярса 1 талăк лартмалла. Çӳлте асăннă чирсемпе аптрасан тата чĕре таппи хăвăртлансан кунне çуршар стакан ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.