Шаннă йăвара кайăк пулĕ-ши?

Депутатсен Шупашкар хула Пухăвĕн хула строительстви, çĕр йĕркелĕвĕ, территори аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕн членĕсем Олег Кортунов председатель ертсе пынипе Шупашкарти строительство объекчĕсенче пулса лару-тăрупа вырăнта паллашрĕç.

Строительствăна пая кĕрсе хутшăнни укçа-тенке перекетлеме тăрăшнипе çыхăннă. Çавна май нумайăшĕ çурт никĕсне ярсанах хваттерлĕ пулма укçа хывать. Анчах сывлăшра çакăнса тăраканскере туянни михĕри кушака илнĕпе пĕрех. Усламçăсем шăнман пăр çине лартса хăварнă тĕслĕх сахал-им? Юлашки вăхăтра ку енĕпе лару-тăру улшăнма тытăнчĕ-ха. Çапах граждансен правине пăсакансем, çурт-йĕре палăртнă вăхăтра хута ярайман тĕслĕх пайтах. Депутатсем рейда тухни те çакăнпах çыхăннă.
Шупашкар хула администрацийĕн архитектурăпа хула строительствин управленийĕн пуçлăхĕн ĕçне пурнăçлакан Денис Майоров комисси членĕсене «йывăр» объектсемпе паллаштарчĕ. Калинин урамĕнчи капмар çурт та çав шута кĕрет. Яваплă çынсене кĕтсе çĕнĕ хваттер хуçисем те çитнĕ. Вĕсем мĕн каласса чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Ара, килĕшÿ тăрăх çурта çур çул каяллах туса пĕтермелле те... Çынсем паянхи кун та хăтлă хваттерĕсене лекеймеççĕ.
— 2014 çул вĕçĕнче пĕр пÿлĕмлĕ хваттер туянма укçа хыврăмăр. Документ тăрăх 2016 çулта çурта хута ямаллаччĕ. Халĕ те хваттер уççине кĕтсе илейместпĕр. Кĕçех хĕрĕм иккĕмĕш ача çуратать. Унччен хамăр кĕтесе куçса пулĕ-ши? — пăшăрханать 2-3 çулти мăнукĕпе çитнĕ Елена Иванова.
Çурта «Победа» тулли мар яваплă пĕрлешÿ тăвать. Пурĕ 114 хваттер кунта. Строительствăна пая кĕрсе хутшăнма 125 çын укçа хывнă. Çурт тума иртнĕ çулхи январĕн 21-мĕшĕнче ирĕк панă. Ăна икĕ хутчен тăснă. Кăçалхи июльте вара Шупашкар хула администрацийĕ пĕрлешĕве асăннă çуртра строительство ĕçĕсене пурнăçлама ирĕк паман. Сăлтавĕ — кирлĕ документсем çителĕксĕрри. 2016 çулхи октябрьте ЧР Арбитраж сучĕ «Победа» пĕрлешÿ тĕлĕшпе панкрут ĕçне пуçарнă. Çапах предприяти граждансен умĕнчи тĕп тивĕçне — çурт тăвассине — кая юлса пулин те пурнăçланă. Мĕн чăрмантарать ăна туллин хута яма?
Халăх куçне курăнман чăрмав вара пайтах-мĕн: Шупашкар хулин çĕрĕ çинче ларакан подстацие куçармалла /хула администрацийĕ лаптăка пушатма ыйтса ЧР Арбитраж судне тавăç тăратнă/ е килĕшсе татăлмалла, урама çутатассине, лифт вырнаçтарассине, газ кĕртессине тата ытти ыйтăва татса памалла. Палăртнине пурнăçласан 2018 çулхи тăваттăмĕш кварталта çурт хута каймалла. «Кăçалхи ноябрьтех çынсем хваттерĕсенче юсав ĕçĕсене пуçăнма пултараççĕ», — шантарчĕ пуçтарăннисене «СК «Победа» тулли мар яваплă пĕрлешÿн учредителĕ Виктор Шмаков. Ăна подстацие куçарма тивни пăшăрхантарать. «Объектăн 95 проценчĕ хатĕр. Анчах подстанци пирки хирĕç тăру сиксе тухнăран 1,5 çул пĕр вырăнта тапăртатса тăратпăр», — терĕ вăл. Денис Майоров çивĕч ыйтупа ĕçленине каларĕ. «Кун пирки строительствăна пая кĕрсе хутшăннисене те пуçтарса калаçнă, ăнлантарнă», — палăртрĕ вăл. «Çурта туса пĕтернĕпе пĕрех. Подстанци ларакан çĕр ыйтăвне тата хăш-пĕр ыйтăва татса парсанах çурт хута каймалла, — уçăмлатрĕ яланхи комисси председателĕ Олег Кортунов. — Пайщиксем Çĕнĕ çула çĕнĕ хваттерсенче кĕтсе илеççех».
Трактор тăвакансен проспектĕнчи 9 хутлă, 5 подъездлă, 180 хваттерлĕ çурт /18 позици/ тĕлĕшпе те лару-тăру çивĕч. Кунта 117 çын строительствăна пая кĕрсе укçа хывнă. Иртнĕ çулхи март уйăхĕнче Шупашкар хула администрацийĕ строительствăна малалла тăсма ирĕк панă-ха. Анчах ĕç-хĕл вăраха кайни хваттер хуçисене пăшăрхантарать. Комисси çитнĕ тĕле те объектра шăплăх хуçаланатчĕ. Çурт умĕнчи ăптăр-каптăр купи кăна кунта ĕçсем пынине çирĕплетрĕ. «3-5-мĕш подъездсенче строительствăпа монтаж ĕçĕсене вĕçленĕ. Çуртăн фасадне облицовка туса пĕтермелле. Çивĕч ыйту — çурта газ, шыв пăрăхĕсемпе çыхăнтарасси. Кăçалхи 4-мĕш кварталта çынсем хваттерĕсене куçма пултараççĕ», — ăнлантарчĕ «Стройсфера» строительство комбиначĕн представителĕ. Депутатсем объект 90 процент хатĕррине палăртрĕç. Çапах çуртăн пахалăхĕ пирки те асăрхаттармасăр иртмерĕç.
«Сад» микрорайон юлашки вăхăтра палăрмаллах улшăнса çĕнелнĕ. Çĕнĕ, капмар çуртсем ретĕн-ретĕн вырнаçнă кунта. Ятарлă комисси членĕсене 5-мĕш микрорайонта çĕкленнĕ çуртсем /17,18,19,20,21 позици/ канăç памарĕ. Хальхи вăхăтра 19 тата 20-мĕш позицисенче çуртсене электричествăпа тивĕçтерессипе, территорие хăтлăлатассипе, ытти енĕпе ĕçлеççĕ. Çуртсенче газ, электричество плитисем, лифт вырнаçтарман-ха. Çапах «СУОР» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн представителĕ çурта çывăх вăхăтра туллин хута ярассине пĕлтерчĕ. Чăн та, хăш-пĕр хваттер хуçисем строительсем ĕçе вĕçлессе кĕтсе тăман, юсав ĕçĕсене тытăннă. Пурăнма куçнисем те пур. Под±ездсенчен ачасем шкула кайма тухни, балконсенче типме çакнă япаласем те çакна çирĕплетрĕç. Мĕн тăвăн, пурăнмалли урăх кĕтес çук пулсан йывăрлăхсене те пăхса тăмастăн çав. «Хăш-пĕр çуртра балконсене кантăк лартмалла, лифт вырнаçтармалла кăна, — ăнлантарчĕ «СУОР» генеральнăй директорĕ Ан-дрей Константинов. — Чăрмавсем строительство материалĕсем çитменнипе, хаксем хăпарса кайнипе çыхăннă. Цемент та юлашки вăхăтра икĕ хут хакланчĕ. 18-19, 21-мĕш позицисенче кăна ĕçсем юлнă». Комисси членĕсем объекта икĕ çул каяллах хута яма шантарнине аса илтерчĕç. Анчах шаннă кайăк хăçан йăвара пулнă? Хальхинче сăмахне тытĕ-ши пуçлăх? Малалла вулас...

Лариса НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.