Шаннă йăва пуш-пушă: бизнес шантарни хатĕр мар

3 Раштав, 2018

«Этнос Чăваш Енĕ» туризмпа рекреаци кластерне тăвасси» инвестици проектне пурнăçлас ыйту ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ планеркăра самай хивре калаçу çуратрĕ. Шăпах çивĕчлĕх пурри темăна çак шайра сÿтсе явассине сăлтавланă ĕнтĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, патшалăх «Амазони» этнокомплекса йĕркелеме 1357 миллион тенкĕ хывнă. Çав шутра — федерацин 1 миллиард ытла тенки.

Патшалăхăн кашни пĕр тенки пуçне бизнесăн, предпринимательсен, 3 тенкĕ хывмалла пулнă. Анчах шаннă йăвара паян кун та кайăк çук — ĕçсен пысăк пайне хăй çине илнĕ «Три-групп» компанирен ыррине кĕтсе илеймен. Патшалăх укçипе унта çулсемпе тротуарсене тунă, шыв, электричество илсе пынă, инфратытăм хатĕр, анчах бизнес шантарнă объектсем — аквапарк, океанариум, выставка тата спорт комплексĕсем — пĕри те хатĕр мар. Культура министрĕ Константин Яковлев уççăнах каларĕ: «Асăннă компанисен енчен — калаçусем кăна… Паллах, ыйтăва хула администрацийĕ татса парать, анчах, пирĕн шутпа, малашне çак компанипе ĕçлени вырăнсăр». Çийĕнчен халăхра унта пурăнмалли çурт-йĕр çĕклеме планлаççĕ текен сас-хура та сараççĕ-мĕн.

Акă мĕншĕн асăннă компанипе тунă килĕшĕве татасси патне çитнĕ. Ытти компание явăçтармалла. Тĕп хула сити-менеджерĕ Алексей Ладыков каланă тăрăх, çав объектсене вăхăтра хута янă пулсан «Три-групп» тĕлĕшпе ыйтусем пулмастчĕç, парк территорийĕнчи пĕтĕм çĕрпе вăл хуçаланнă пулĕччĕ, халь вара плансене улăштарма тивет — шанчăклăрах тытăмсемне çул парасшăн. Çав территорире пурăнмалли нумай хутлă çуртсем çĕкленĕç, «Лента» йышши суту-илÿ центрĕ пулĕ тенине вăл татăклăн хирĕçлерĕ — унашкалли пулмĕ, парк çĕрĕ — парк валли.

www.hypau.ru

Комментари хушас