«Шăнкăрав хыççăнхи уроксенче» мĕне вĕрентеççĕ?

Кĕçех çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланать. Ачасем ăна пĕр хумханса та пĕр шикленсе кĕтеççĕ. Ара, çу каçиччен тантăшсемшĕн тунсăхласа çитнĕ-çке-ха, пĕр-пĕрне курса юмахлас килет. Каласа кăтартмалли темĕн чухлех пухăннă: портфеле те вырнаçаяс çук. Анчах кунсерен уроксем тăвасси, тĕрĕслев ĕçĕсем çырасси кăшт хăраткалать. Çавăнпа та каникула кăшт та пулин тăсас килет.

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа Николай Ишентейĕн «Шăнкăрав хыççăнхи уроксем» кĕнеки /редакторĕ - Ольга Иванова, ÿнерçи - Иван Алексеев/ кун çути курчĕ. Унта пĕр повесть /«Шăнкăрав хыççăнхи уроксем»/ тата вун çичĕ калав /«Лĕпĕш - илĕртÿллĕ финиш», «Çĕнтерÿ палли», «Ырă туни - кил илемĕ», «Путене юрри», «Тĕрĕс мар задача» тата ытти те/ кĕнĕ.

Ку кăларăм вĕренекенсемшĕн - Пĕлÿ кунĕ умĕнхи чăн-чăн уяв парни. Паянхи шкул ачин пурнăçне çутатса паракан хайлавсем питех те сахал-çке. Арçын ачасемпе хĕр пĕрчисем вара хăйсем çинчен вуласшăн. Николай Петрович ку тĕлĕшпе çитĕнекен ăру кăмăл-сунăмне пит аван чухлать: ансат та илемлĕ чĕлхепе çырать, кăсăклă самантсене суйласа илет, сăнарсене ăста калăплать. Çавăнпа та унăн кашни кĕнекине чăтăмсăррăн кĕтеççĕ вулакансем.

«Шăнкăрав хыççăнхи уроксем» повеçри тĕп геройсем - вуннăмĕш класра ăс пухакан Петя Масмаков, Женя Чармаскин тата Дима Баторшин. Хăйсен умне пысăк тĕллевсем лартаççĕ вĕсем: вĕренÿ ĕçне вăйлатасси, шкул ачисене Этем правине пăхăнма тата тĕрлĕ пăтăрмахран хăтăлса тухма хăнăхтарасси. Палăртнине пурнăçа кĕртме çăмăлах пулмĕ. Апла пулин те яшсем пуç усмаççĕ. Чăх пĕчĕккĕн сăхсах тăранать тет. Уйрăлми туссем те хăйсем палăртнă çул-йĕртен пăрăнмасăр шав малаллах талпăнаççĕ, ан тив, сулмаклăн мар пулин те. Ÿсĕмĕ пурпĕр куçкĕрет.

Повеçпе вĕрентекенсем те интересленсех паллашĕç. Вĕсен те хăйсем çине айккинчен пăхас, ачасем мĕн шухăшланине пĕлес килет-тĕр. Сăмахран, «Мĕншĕнне калаймастăп, анчах маншăн Макар Макарович чуна çывăх вĕрентекен мар. Урокра та, переменăра та вăл хĕр ачасене куç хĕскеленине асăрханă эпĕ…» - тет Петя Масмаков.

Калавсенче хускатнă темăсен анлăшĕ те савăнтарать: çитĕннисемпе кĕçĕннисем пĕр чĕлхе тупни, туслăхпа ĕçченлĕх, илеме асăрхама пултарни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни, тавçăрулăха аталантарни, нумай пĕлме ăнтăлни…

Сăмахăма кĕнекери йĕркесемпех вĕçлес килет: «Эпир кайсан та ыттисем - çынлăх шайне çĕклекен çăлтăрсем - пурнăç тÿпемне улăхчăр. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн… Картлашкан-картлашкан… Çуллен çул, класран класа çапла çĕкленсе пырсан иккĕленмелли çук: пирĕн Çĕр планета çинче те этем правине пăсакансем сахалланĕç. Чăн сăмах, пирĕн хыççăн килекенсем пирĕнтен аслăрах та ăслăрах пулччăр. Ырăрах та…»

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.