- Чăвашла верси
- Русская версия
Шанăçа çухатман, чыса ÿкермен
РСФСР тава тивĕçлĕ агрономĕ Александр Евтихеев 1931 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Исемпел ялĕнче çуралнă. Çемьери вуннăмĕш ача чи кĕçĕнни пулнă.
Унăн ашшĕпе амăшĕ пурнăçа чунтан юратнă, çутă малашлăхшăн тăрăшнă. Иккĕшĕ те нумай вĕреннĕ çынсем пулнă. Кирлĕ чухне çине тăма пултарнишĕн, ырă кăмăлшăн сума суннă Анна Фадеевнăпа Евмений Евтихиевича.
Вăрман каснă чухне ашшĕ шăнса пăсăлнă та хĕне кайса ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. "Упра ăна", - çулталăкри Александра лайăх пăхса ÿстерме халалланă пурнăçран уйрăлса каяс умĕн мăшăрне.
Аслисемпе танлаштарсан çемьери чи кĕçĕн ача 4 çултах вулама вĕреннĕ. Пуçламăш классене çÿреме тытăнсан кÿршĕри ватăсене "Правда", "Красная Чувашия" хаçатсене чăвашла куçарса ăнлантарнă.
Лидия Карпова учительница хăйне районти шкул курсне чĕнсе илсен 4 класс ачине Александр Евтихеева ыттисене вĕрентме шанса хăварнă. Пĕр кун тăршшĕпех уроксем ирттернĕ питех те çамрăк вĕрентÿçĕ. 21 ача тимлĕн итленĕ ăна, алхасакан, кăшкăрашакан тупăнман. Лидия Андреевна хушнăран ăнкарусăр ачасем патне киле çÿренĕ, уроксене хатĕрленме пулăшнă.
1938 çулта Борис тетĕшĕ Мускавран Александр Пушкин поэтăн "Сочинения" ятлă кĕнекине илсе килнĕ. Пĕчĕк ача унти чылай хайлава пăхмасăр калама вĕреннĕ. Хăшпĕрне халĕ те астăвать ĕç ветеранĕ. Кĕнекене те паянхи кунчченех упрать. Ара, тетĕшĕн парни çав тери хаклă-çке.
Михаил Лермонтов, Сергей Есенин вырăс поэчĕсен сăввисене те ачаран килĕштернĕ. Тус-юлташĕпе чылай спектакльре вылянă, куракансене савăнтарнă.
"Зингер" çĕвĕ машини туянсан амăшĕ ун умĕнчен хăпма пĕлмен, кунĕ-кунĕпе кĕпе-йĕм, тумтир çĕленĕ. Александр çак хушăра кил-çурта тирпейленĕ, тепĕр чухне çĕвĕ машини умне ларма та ÿркенмен.
Хура Тинĕс çар флотĕнче пилĕк çул службăра пиçĕхнĕ йĕкĕт Чăваш ялхуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Тăван Елчĕк районĕнчи "Победа" колхозра агрономра, тĕп агрономра, председательте ĕçленĕ. Районти ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче тăватă çул вăй хунă. Вăл ертсе пынă "Победа" хуçалăх ячĕ çĕршывĕпе кĕрленĕ, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Колхоза Ленин орденĕ¬пе наградăланă.
Аслă Пăла Тимеш шкулне Маргарита Кирпичева студентка практикăна килсен Александр Евтихеев ăна ытарайман, качча илнĕ. Кин кĕртнишĕн амăшĕ хĕпĕртенĕ. Çĕнĕ çын 6 çухрăмри шкула ачасене вĕрентме çÿренĕ. Пăянамăшĕпе, ялйышпа чуна уçса калаçма сăмах тупăнсах тăнă унăн.
1991 çулта çемье Шупашкара куçса килнĕ. Ялта ÿссе çитĕннĕ хĕрĕпе ывăлĕ те хулара тĕпленнĕ.
Виçĕмçул пĕрлешнĕренпе çур ĕмĕр çитнĕрен Евтихеевсем ылтăн туя паллă тунă. Вĕсене "Юратупа шанчăклăхшăн" медальпе награ¬дăланă.
Паянхи мирлĕ пурнăçшăн Александр Евменьевичăн пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пайтах юн тăкнă. Шупашкарта медсестрара ĕçленĕ Тоня аппăшĕ акă хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Вĕсен медицинăпа санитари батальонĕ Тула облаçĕнчи Ясная Поляна текен вырăнта тăнă. Тоня аманнисене çапăçу хи¬рĕнчен илсе тухнă, медпункта ăсатнă. 1941 çулхи октябрьте нимĕç çарĕсем Ясная Полянăна вирхĕнсе кĕнĕ. Чылай салтакпа офицера тыткăна илнĕ, унтан персе пăрахнă. Çав шутра Тоньăн пурнăçне те татнă.
Офицер тумĕ тăхăннă хĕр чĕрĕ пекех выртнă. Аграфена Капустинăна, Лев Толстой усадьбин дворникне, Тоня фашистсем концлагере хăваласа кайнă хĕрне асаилтернĕ. Çавăнпах хуйха ÿкнĕ хĕрарăм Шупашкара Тоньăн тăванĕсене çырса пĕлтернĕ. Антонина Евменьевна Евтихеева çуралнăранпа кă¬çалхи октябрьте 100 çул çитет.
Марийăпа Борис Евтихеевсем фронтра тăшмана тĕппипе çапса аркатичченех çапăçнă. Вăрçă пуçлансанах Борисăн "Красная Звезда" хаçатра "Смерть фашистам!" сăвви пичетленнĕ. Павел вара çапăçу хирĕнчен таврăнайман, паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
Евтихеевсем чыслă пурăнма тăрăшнă, тивĕçе ÿкермен, яваплăх çинчен манман. Çавăнпа ĕнтĕ хăй вăхăтĕнче пархатарлă ĕçĕшĕн Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, "Хисеп Палли" орденсене тивĕçнĕ Александр Евменьевич пурнăç çулĕпе тикĕссĕн, тан утать.
Галина ЕЛИВАНОВА,
К.В. Иванов ячĕллĕ
Литература музейĕн наукăн аслă сотрудникĕ.
Комментари хушас