Шанăç тĕревĕ

Владимир Путин Президент нумаях пулмасть Раççей литература пухăвне хутшăннисемпе /вăл Халăхсен туслăхĕн университетĕнче иртнĕ/ тĕл пулса калаçнă. Унта çĕр-шыври 700 ытла çыравçă, куçаруçă, преподаватель, библиотекарь, театр ĕçченĕ, кĕнеке кăларакан, çавăн пекех вырăс классикĕсен - Толстойăн, Достоевскин, Пастернакăн, Солженицынăн, Лермонтовăн тăхăмĕсем - килсе çитнĕ. Пухăва обществăн тĕрлĕ сийĕ хутшăнни хăех асăннă пулăмăн пĕлтерĕшĕ калама çук пысăккине çирĕплетет.

Эпир те ун пирки хамăрăн шухăш-кăмăла палăртасшăн. Чи малтанах - тĕл пулу иртни хăй те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Писательсем кунашкал пысăк йышпа юлашки 25 çулта пĕрре те пухăнман. Çак тапхăрта çыравçăсем темиçе союза пайланса хăйсем тĕллĕн пурăннă. Тĕрлĕ шухăшлă ушкăнсенче темиçе ăру ÿссе çитĕннĕ. Çакнашкал лару-тăрура пĕр-пĕрне итлени, курнăçса калаçни, тĕрлĕ шухăшлăхпа паллашса вырăнлă йышăну туни темрен паха. Татса памалли, чуна кăшлаканни вара литераторсен çеç мар, форума хутшăннă ытти ĕçпе пурăнакансен те питĕ нумай. Чи çивĕччисен хушшинче вулав культурине çĕклесси, шкулта вырăс чĕлхипе литературине уйрăм вĕрентессине сыхласа хăварасси, чĕлхепе литература сехечĕсене ÿстересси /пилĕк сехет вырăнне иккĕ хăварнă/, кĕнеке лавккисен шучĕ чакса пынине чарса лартасси тата ытти те.

Тĕрĕсех пăшăрханаççĕ: статистика палăртнă тăрăх - Раççейре пурăнакансен 34 проценчĕ кĕнеке пачах вуламасть. Çакă ытларах çамрăк ăру хушшинче палăрать. Вĕсем компьютер серепине çакланнă. Шкул ачисене литературăна юратма хистени вырăнсăр пулĕччĕ. Сăмахпа мар, ĕçпе, пулăмпа илсе пымалла ун патне. Писательсен пухăвĕнче те сăмах пулнă ун пирки. Шкул программине сочинени çырассине çĕнĕрен тавăрма сĕннĕ. Чăнах та, питĕ кирлĕ япала. Çакă çыру чĕлхине якатма, ача шухăшлавне аталантарма пулăшать-çке. Сочинени çырнă чухне вăл литературăпа усă курать, çапла майпа кĕнекепе çывăхланать.

Президентпа иртнĕ тĕл пулура пултарулăх ĕç-хĕлĕпе пултарулăх пĕрлĕхĕсем çинчен саккун кирли пирки çивĕч калаçу пынă. Ыйтăва тĕрĕсех çĕкленĕ. Паян писатель нуши никама та канăçсăрлантармасть. Президент Раççей литература обществине тума сĕннине ырласа йышăннă. Вăл писательсене кăна мар, кĕнеке кăларакансене те, библиотекарьсене те, филологсене те, куçаруçăсене те пĕрлештерĕччĕ. Чылайăшĕн шухăшĕпе - унашкал общество йĕркелесен чи малтанах культурăна пулăшни бизнесшăн усăллă пулнине çирĕплетекен саккун хатĕрлемелле. Унашкалли АПШра, Францире, Швецире, Германире тата ытти çĕр-шывра ăнăçлă ĕçлет.

Раççей литература обществине е Раççей литература фондне йĕркелени /географи е ытти общество тĕслĕхĕпе/ усса каймаллах. Литература çĕр-шывра ăслăлăх е йĕри-тавралăха тĕпчени пекех пĕлтерĕшлĕ-çке. Коммерципе çыхăнман литературăна пулăшакан майсем те кирлех. Владимир Путин 2015 çула Литература çулталăкĕ тăвасси пирки те шухăшласа пăхма шантарнă.

Çĕр-шыв шайĕнчи ыйтăва наци литературипе çыхăнтарар-ха. Раççей нумай нациллĕ патшалăх, унта 150 ытла халăх тата этника ушкăнĕ тĕпленнĕ. Наци республикисенче кĕнеке кăларас, халăха илемлĕ литературăпа çывăхлатас тĕлĕшпе лару-тăру мĕнлерех-ха? Ун пирки калаçма, кирлĕ тĕслĕхсем илсе пама йывăрах мар тенĕ пулăттăм, мĕншĕн тесен нумаях пулмасть Шупашкарта Кĕнеке кăларакансен ассоциацийĕн /АСКИ/ канашлăвĕ иртрĕ. Чăваш, Тутар, Пушкăрт, Чечня, Кабарда-Балкар, Мари, Коми, Якут/Саха/, Удмурт, Мордва республикисен кĕнеке издательствисен ертÿçисем сÿтсе явнă ыйту халăха кĕнеке вулаттарассине ÿстерессипе, унăн сумне çĕклессипе çыхăннăччĕ. АСКИ президенчĕ Константин Чеченев илсе кăтартнă тĕслĕхсем савăнтармарĕç. Иртнĕ çул Раççейре пичетлесе кăларнă кĕнекесен тиражĕ виçĕм çулхинчен 12 процент чакнă. Чылай кăларăмăн тиражĕ 1 пине те çитмест. Пĕлтĕр çĕр-шывра çын пуçне 3,77 кĕнеке пичетленĕ. Çакă юлашки пилĕк çулхи чи пĕчĕк кăтарту.

Республикăсенче кĕнеке кăларас енĕпе хатĕрленĕ рейтингпа та паллаштарнăччĕ АСКИ президенчĕ. 2012 çулхи кăтартупа пĕрремĕш вырăнта - Пушкăртстан /1571 кĕнеке/. Унтан - Тутарстан /1388/, Мордва Республики /1039/, Мари Эл /592/, Чăваш Ен /588/. Тираж енĕпе те Пушкăртстан малта, унта пĕлтĕр 2098 пин экз. пичетленĕ, Чăваш Енре - 500 пин экз. Çĕр-шывра кăларакан кĕнекесен 2,9 проценчĕ çеç наци республикисене тивет. Раççейре кĕнеке пичетлес енĕпе çĕр-çĕр издательство ĕçлет, анчах та пĕтĕм тиражăн 40 процентне пилĕк издательство кăларать. Ыттисем 2008 çулти финанс кризисĕ хыççăн ура çине тăрса çитеймен-мĕн. Апла-и, капла-и - писательсем те, кĕнеке кăларакансем те малаллах талпăнаççĕ, патшалăх та вĕсене условисем май килнĕ таран туса пама тăрăшать. Сăмахран, Чăваш Енех илер. Социаллă пĕлтерĕшлĕ литература пичетлеме уйăракан укçа çулленех ÿссе пырать. Ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çыракан авторсене хавхалантарма грантсем уйăраççĕ. Пĕлтĕрхи çĕнтерÿçĕсен ал çырăвĕсем кĕнеке хальлĕн пĕчĕк вулавçăсем патне çитнĕ ĕнтĕ.

Чăваш кĕнеке издательствин пуçарăвĕпе «Чăваш кĕнеки. Çамрăк талантсем» конкурс йĕркеленĕ. Кăçал унта 150 ача хутшăннă. Мала тухнисене хаклă парнесемпе чысланă. «Чăваш Ен литератури. Чи лайăх кĕнеке» конкурс та вулавçăсене хавхалану кÿрет. Республикăри уйрăм çын типографийĕнче те паха содержаниллĕ, дизайн тĕлĕшĕнчен илемлĕ чăвашла кĕнеке нумай пичетленет. Ытти майпа та усă курса ĕçлеççĕ çыравçăсемпе кĕнеке кăларакансем, çапах та лару-тăрăва лайăхлатма ку çеç çителĕклĕ мар. Ыйту чăннипех çивĕч пулнине шута илсех-тĕр - 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. 2015 çул Литература çулталăкĕ пулсан вара шанчăк татах вăйланĕ.

 

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.