"Шанăç паратăр, ырăлăх кÿретĕр..."

16 Çĕртме, 2015

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче июнĕн 10-мĕшĕнче социаллă тытăм ĕçченĕсем хăйсен професси уявне паллă тунă. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Михаил Игнатьев, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин тата унăн учрежденийĕсен, ĕçлев, пенси службисен, социаллă страхованин территори органĕн тата ытти учрежденисен представителĕсем хутшăннă.

Пухăннисене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова саламланă. "Социаллă ĕçченĕн кунне паян вунпиллĕкмĕш хут уявлатпăр. Зала пухăннисем пурте хÿтлĕхсĕр юлнă çынсене пулăшмашкăн хатĕр. Йывăр самантра вĕсене шанăç паратăр, чунĕсене ырăлăх кÿретĕр.

Официаллă кăтартусем тăрăх - республикăра хальхи вăхăтра 10 пин ытла çын хÿтлĕхе тивĕçет, 400 пинĕшĕ социаллă пулăшу мерисене илсе тăрать. Чăваш Ен ертÿлĕхне республикăра пурăнакансемшĕн çăмăллăхсене сыхласа хăварнăшăн тата ÿстерме пултарнăшăн тав тăватăп. Тин кăна-ха тата 10 пине яхăн çын "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçмешкĕн заявлени пачĕ. Патшалăх хăйĕн социаллă обязательствисене пурнăçлать. Ветерансене уйрăммăн тав тăватăп. Пуян опыт пухнăскерсем, çивĕч ыйтусене татса памашкăн тата умри тĕллевсене пурнăçламашкăн пуçаруллă пулăшса пыраççĕ.

Хисеплĕ социаллă ĕçченсем, пархатарлă та сăваплă ĕçĕре чĕре хушнипе пурнăçлатăр, йывăр шăпаллă çынсемшĕн чунăр ăшшине хĕрхенместĕр", - тенĕ вăл социаллă пулăшу тытăмĕн хастарĕсене уяв ячĕпе саламланă май.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - юлашки çулсенче патшалăх политикин приоритетлă çул-йĕрĕсенчен пĕри ветерансене, нумай ачаллă тата сахал тупăшлă çемьесене, сывлăх тĕлĕшĕнчен хевтесĕррисене пулăшасси шутланать. Республикăра пурăнакансенчен кашни виççĕмĕшĕ хÿтлĕх илсе тăрать. Çакă вара - пысăк та яваплă тиев. "Тĕллевĕре чыслăн пурнăçланине курса тăратăп. Хальхи вăхăтра халăхăн социаллă тăнăçлăхĕ лайăхланса пырать. Хăвăр хÿтте илнĕ кашни çынна кирлĕ пек пăхасса шанатăп. Эсир пулăшнипе вĕсем хăйсен хуйхи-суйхи çинчен манаççĕ", - тенĕ Михаил Игнатьев социаллă ĕçченсене ырăлăхпа ăнăçу сунса. Пуçарулăхпа палăрса тăракансене вăл патшалăх наградисемпе чысланă.

Хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕн педагог-психологĕ Римма Петрова, Канаш районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Людмила Кириллова "Чăваш Республикин халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен тытăмăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята, Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин çумĕ Наталья Тараканова, Зоя Мироновăпа /Комсомольски районĕ/ Алефтина Салтыкова /Муркаш районĕ/ социаллă ĕçченсем - Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тавне тата республика символикиллĕ сехете тивĕçнĕ.

Ĕçченсен пысăк ушкăнне Раççей Федерацийĕн Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин Хисеп хучĕпе, РФ Пенси фончĕн "Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн отличникĕ" паллăпа, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин дипломĕсемпе, ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе наградăланă.

Уява хутшăннисене чăваш эстрадин артисчĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.