Шăматкун çил-тăвăл «аташрĕ»...
2014 çулхи октябрĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енри темиçе муниципалитет территорийĕнче пурăнакансене çутçанталăк халиччен пулман синкер кăтартнине çынсем манман пулĕ-ха. Тĕрĕссипе, ăна манма ниепле те май çук. Пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунă май электропередача линийĕсем йывăрăша чăтаймасăр татăлнă. Çуртсене, ытти об<ектсене электроэнерги пырса тăма чарăннă. Йывăç тăррисем хуçăла-хуçăла аннă... Аса илме те хăрушă.
Иртнĕ шăматкун каллех инкек. Каллех октябрь уйăхĕнче. Хальхинче çутçанталăк кÿнĕ тăкак пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех. «Аташнă» çил-тăвăл Канашпа Елчĕк районĕсенче вăйлах тустарнă. Вăл кун Шупашкарта та ирхине 6-8 сехетсенче çил калама çук вăйлă вĕретчĕ. Эпĕ тĕп ялхуçалăх пасарне кайма тухнăччĕ те урнă тăвăлран тата шалкăм çумăртан хÿтĕ вырăна пытанса хăтăлтăм. Ун пек чухне ватăсем: «Паян çула ан тухăрах, çил йăтса кайма пултарĕ», - тенине астăватăп.
Патшалăх Гидрометеорологи службин Тури Атăл управленийĕн /Чулхулара вырнаçнă/ Чăваш Енри филиалĕн специалисчĕсем эрнекун Чăваш Енĕн кăнтăр пайĕпе октябрĕн 3-5-мĕшĕсенче вăйлă çил-тăвăл иртесси, унăн хăвăртлăхĕ вăхăт-вăхăт çеккунтра 24 метра яхăн çитесси çинчен пĕлтернĕ. Ку хыпара кам илтнĕ, кам илтмен пулĕ - анчах пулас синкертен епле сыхланса çитерĕн?
ЧР Граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитетĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - Елчĕкпе Канаш районĕсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ 6 об<ект, нумай хваттерлĕ 5 çурт, вуншар уйрăм çурт сиенленнĕ. 80 ялта /3000 яхăн килте 7 пин ытла çын пурăнать/ пĕр вăхăт çутă пулман. Çынсем инкек тÿснĕ çурт-хуралтăна шăматкунах юсама тытăннă.
Елчĕк район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Александр Клементьев телефонпа çапла пĕлтерчĕ:
- Октябрĕн 3-мĕшĕнче 9 сехет те 50 минутра район территорийĕпе çил-тăвăллă вăйлă çумăр çума тытăннă. Ăна пула Аслă Елчĕкри вăтам шкулăн спортзалĕн тăррине /74 тăв.м./, «Ростелекомăн» Чăваш Енри филиалĕн çурт сийне /140 тăв.м./ илсе пăрахнă. Елчĕк районĕнчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцийĕн администраци çурчĕн тăррине сиенленĕ. Район центрĕнче пурăнмалли 8 çурт, пĕр хуралтă инкек тÿснĕ. Аслă Елчĕкпе Кÿлпуçрен те пăрăнса иртмен синкер. 8 яла вăхăтлăха электроэнерги пама пăрахнă.
- Юсав ĕçĕсем мĕнле пыраççĕ?
- Шкулăн спортзал тăррине вырсарникун витрĕç. Ветстанцин администраци çуртне паян-ыран рубероидпа витсе пĕтереççĕ. Çурт-хуралтăсене çине тăрсах юсаççĕ. Халĕ электроэнерги пур яла та пырать. Инкек тÿснисенчен чылайăшĕ çурт-йĕре страхланă. Çынсем халĕ документсем хатĕрлеççĕ. Кăçал кунашкал инкек пирĕн районта июнь, сентябрь уйăхĕсенче пулнăччĕ, - терĕ Александр Демьянович. - Юсав ĕçĕсем çак кунсенче малалла тăсăлаççĕ.
Канаш тăрăхĕнчи инкек-синкекпе район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Анатолий Егоров паллаштарчĕ:
- Вăйлă çил-тăвăл пирĕн ене шăматкун 9 сехет çурăра çитрĕ, социаллă об<ектсене, пурăнмалли çуртсене унта та кунта шар кăтартма тытăнчĕ. Çакăн çинчен чи малтан Шăхасанти «Искорка» ача садĕнчен хыпар çитрĕ. Çывăхри çурт тăррине сÿсе илсе садик тăррине ÿкернĕ иккен. Кĕçĕн çулхисен çурт тăрри аманнă, чÿречисем ваннă. Ялти пурăнмалли 4 çурт тăррине йăлтах илсе пенĕ, 8-шне сиенленĕ. Шăхасана комисси тÿрех тухса кайрĕ. Виççĕмĕш кун ура çинче эпир. Малтан шутласа палăртнă тăрăх, тăкак - 600-800 пин тенке яхăн. Инкек тÿснисем валли йывăç стройматериал, 500 ытла шифер листи уйăрнă.
Çил-тăвăл шăматкун каçхине тин лăпланчĕ. Çавăнпа вăл кун юсав ĕçĕсене тытăнма май килмерĕ. Строительсем вырсарникун ирех ĕçе тытăнчĕç. 2 бригада - «ПМК - 400» ООО /ертÿçи - А.Е.Ильин/, «Управляющи компанийĕ» ООО /директорĕ - Е.Н.Поверный/ - тăрăшса вăй хучĕ. Электричествăсăр юлнă çуртсене ĕнерех çутă панă.
- Анатолий Николаевич, хăш ял тăрăхĕсем ытларах шар курчĕç?
- Чи малтанах Вăтапуçсене асăнмалла. Кунти 27 уйрăм çын хуçалăхĕ инкек тÿснĕ. Пĕрисен - пурăнмалли çурт, теприсен - сарай, виççĕмĕшсен - гараж. Çавăн пекех Сиккасси, Чакаç, Карăклă, Вырăскас Пикших ял тăрăхĕсенче те çил-тăвăл хытах туллашнă.
Валентин ГРИГОРЬЕВ