Шăмăршăсене - Çĕнĕ çул парнисем!

19 Раштав, 2016

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тата Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов раштавăн 16-мĕшĕнче Патирек ялĕнчи фельдшер-акушер пунктне уçма хутшăнчĕç.

 Савăнăçлă пухăва ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕн заместителĕ Светлана Ананьева, район пуçлăхĕ Менир Хамдеев, райбольницăн тĕп врачĕ Ирина Смирнова, Палтиел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Феннур Рахматуллов, ФАП заведующийĕ Алмазия Вахитова, вырăнти депутатсем, ял çыннисем пуçтарăнчĕç.

Патирексен вăл районта — пĕрремĕш модульлĕ ФАП. Паянхи пурнăç ыйтнипе килĕшсе тăрать: вĕр çĕнĕ медоборудовани, кадрсемпе тивĕçтернĕ, çуртра сивĕ тата вĕри шыв пур. Пункт ял-йыша паха пулăшу парĕ.

— Производствăпа социаллă объектсем ĕçе кĕртни район тата ял тăрăхĕсен ертÿçисем пĕр тĕллеве пурнăçлассишĕн малаллах талпăннине çирĕплетет, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов. — Паян вырăнти пуçарăва ĕçсемпе çирĕплететпĕр. ФАПсем, социаллă ытти объект çынсен пурнăçне лайăхлатаççĕ.

Иван Моторин ФАПа ЧР Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинчи ялсенче пурăнакансене медицина- санитарин пĕрремĕш пулăшăвне парас тĕлĕшпе тумалли хушма ĕçсем çинчен» Указне пурнăçласа хута янине, Правительство халăха, уйрăмах ял çыннисене, çуранах çитсе медпулăшу илессине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. ФАП 450 яхăн çынна пăхса тăрĕ.

Иртнĕ 2,5 çул хушшинче республикăра 100 ФАП уçнă. Кăçал 24 ĕçе кĕртнĕ. 2018 çул вĕçлениччен тата 26 хута яма палăртаççĕ. Паян Чăваш Енре 525 ФАП медицинăн пĕрремĕш пулăшăвне кÿрет.

Премьер-министр федерацин тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермелли программипе килĕшÿллĕн Шăмăршă ялĕнчи Шоссе урамĕнчи 2-мĕш «г» çуртра хваттер илекенсене çăра уççисем пачĕ. Патшалăх сахал тупăш илекен категорисене пулăшма тăрăшать, çĕнĕ хваттер пурнăç çулне хăтлăхран пуçлама, çирĕп çемье çавăрма чухах терĕ.

— Таса та ăшă хваттерсенче ура çинче çирĕп тăракан телейлĕ çемьесем çеç пурăнасса шанса тăратăп, — терĕ райадминистраци пуçлăхĕ В.Данилов. — Вĕсенче пĕтĕм ĕçе вĕçленĕ. Тăлăхсен ăна хăтлама укçа шырамалла мар.

Хăшĕ-пĕри сĕтел-пукан туянма укçа çуккине пытармарĕ.

— Куншăн пăшăрханмастпăр, — терĕç. — Пирĕн чи кирли — хваттер — пур! Ыттине хамăр ĕçлесе илетпĕр.

Çавăн пекех И.Моторин тĕп юсав хыççăн Пăчăрлă Пашьел ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула уçма хутшăнчĕ. Вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕ ăна юсас ыйтăва 2015 çулта çĕкленĕ, мĕншĕн тесен çурт кăшкарĕ çурăлнă. Инкекрен сыхланса шкула вăхăтлăха хупма тивнĕ, ачасене юнашар яла вĕренме куçарнă.

Райадминистраци пуçлăхĕ В.Денисов иртнĕ çулла шкула тĕпрен юсас ыйтупа республика ертÿçисем патне тухнă. Авăн уйăхĕнче унта строительсем çитнĕ. Йывăç чÿречесене пластикран тунипе, çуртран шĕвĕ каяш юхтарса кăлармалли канализацие, ăшă тата вĕри шыв пăрăхĕсене, вентиляци, сантехника, электричество хатĕрĕсене, çумăр шывĕн валакне, пушартан сыхланмалли оборудование, алăксене, ыттине çĕннипе улăштарнă.

Вĕренекенсем нумаях пулмасть хăйсен шкулне вĕренме таврăннă та çутă та илемлĕ классене кур-са тĕлĕннĕ. Строительсем пурне те çĕнетнĕ. Çакăн валли укçа нумай уйăрнă. Район администрацийĕ ачасене вĕрентсе çĕршыва юрăхлă çын тăвассишĕн Чăваш Ен ертÿлĕхĕпе ыйтăва татса пама пултарнине уйрăммăн палăртас килет.

 

Юрий СЕРГЕЕВ