Шăмăршăсем демографие хăçан аванлатĕç?
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăрлачăн 29-мĕшĕнче Патăрьел районĕнче пулнă хыççăн Шăмăршăна çул тытрĕ. Малтан район сыватмăшне çитсе курчĕ. Чирлисем сипленекен çурта юсаса ăшă тытăмне çĕнетнĕ хыççăн кунта халĕ хăтлă. Пациентсем йышăнăва электрон мелĕпе çырăнаççĕ. «Эпĕ те паян çак майпа усă куртăм. Тухтăрсем манăн кăмăла хăвăрт тивĕçтерчĕç», - терĕ Шăмăршăра пурăнакан 74 çулти Галина Никитина.
- Шел те, çĕнĕ йĕркене пурте хăнăхаймарăмăр-ха, ун пирки манса каясси те пулать, - терĕç хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме килнисем. Вĕсем калани тĕрĕсех - çак çăмăллăхпа вунă çынран пĕри çеç усă курать.
Сывлăх сыхлавĕнче кадр ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ сисĕнет. 2013 çулхи кăтартусем сыватмăша тухтăрсемпе 72,9 процентпа тивĕçтернине çирĕплетеççĕ. «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн 2012-2013 çулсенче 4 çамрăк специалист çеç ĕçе вырнаçнă.
Çитменлĕх вĕренÿ тытăмĕнче те палăрать. Шкулсенче учительсен вăтам ÿсĕмĕ 48 çулпа танлашать. 35 çула çитменнисен йышĕ 5% /республикипе - 14,8%/ кăна. Çавăнпа та районта çамрăк специалистсене яла илĕртес тĕллевпе çине тăрсах ĕçлеççĕ - оклад çумне 100% чухлĕ хушса тÿлеме йышăннă.
Чĕрене чунтанах ыраттараканни вара - демографи лару-тăрăвĕ çивĕчленсех çитни. Михаил Игнатьев юлашки 2 çулта Чăваш Енре вăл лайăхланнине палăртрĕ. Республикăра пĕлтĕр кашни пин çын пуçне вăтамран 13,2 çын вилнĕ, ку тăрăхра - 20,7. Пĕлтĕр Шăмăршă районĕнче халăх йышĕ кашни 1000 çын пуçне вăтамран 5,8 çын /2012 çулта - пĕрре/ чакнă.
Михаил Васильевич хăй ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăва аса илчĕ. Арçыннăн килтех пурăнмалла тенĕччĕ вăл. Шăмăршă тăрăхĕнчисем уйăхĕ-уйăхĕпе çĕр-шывăн пысăк хулисенче тар тăкаççĕ. Ăнланмалла: çемьене тулăх усрас килет. Çав вăхăтрах унăн тÿнтер енĕ пĕр кил-йыша та ырă кÿмест. Ачасем тивĕçлĕ воспитани илеймеççĕ. Ирĕке юлнă арăмĕсем мăшăрĕсене улталаççĕ, ĕçке ярăнаççĕ. Çавна пула çемье арканать.
Районта пĕлтĕр 121 мăшăр чăмăртаннă, 41-шĕ, кашни виççĕмĕшĕ уйрăлнă.
Çемье арканнин тепĕр сăлтавĕ - ача çуралайманни. Ку енче те кашни кĕтесре тенĕ пекех саккуна пăсса эрех, "фанфурик" /спиртпа эмел хутăшĕ/ сутаççĕ. Вĕсемпе хĕрсемпе каччăсем çамрăклах туслашаççĕ, ар çыхăнăвне кĕреççĕ. Пулас амăшĕ йывăр çын пулсан çуралас пепкерен хăтăлать те кайран ĕмĕрне те ача тытса кураймасть.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев районăн 2013 çулхи социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе, ку çулăн тĕллевĕсемпе паллаштарнă хыççăн ЧР сывлăх сыхлавĕн, экономика аталанăвĕн, пурлăх министрĕсем Алла Самойлова, Владимир Аврелькин, Светлана Енилина, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, ыттисем доклада анлăн сÿтсе яврĕç. Шăпах çавăн чухне çуралчĕç те маларах хускатнă ыйтусем. Тĕпре - «Шăмăршăсем демографие хăçан лайăхлатĕç?» Михаил Игнатьев ку ыйту патне темиçе те таврăнчĕ.
Арçынсем «шапаша» çÿрени ăнсăртран мар. Вырăнта тупăшлă ĕç çук. Чылайăшĕн пуçарулăх çитмест. Чăваш Ен Пуçлăхĕ темиçе сехет маларах çеç Патăрьелте пулнă та Шăмăршăсене предпринимательлĕхе аталантарма кÿршĕсенчен вĕренме сĕнчĕ.
Зала пухăннисене нумай ыйту шухăшлаттарать. Хăшĕ-пĕри районăн ку чухнехи аталанăвне 20-30 çул каяллахипе танлаштарчĕ.
Демографи лару-тăрăвĕ çивĕчленнĕренех ял ватăлать. Тивĕçлĕ канăва тухнисем ĕçлеме пултаракан çынсен йышĕнче - çуррине яхăн.
Михаил Игнатьев Шăмăршă районĕнче çывăх çулсенче ырă улшăнусем пуласса шаннине палăртрĕ.
В.ВАЛЕНТИНОВ
Комментари хушас