- Чăвашла верси
- Русская версия
Шăллĕне 40 çултан шыраса тупнă
Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан Алина Измайлова-Воробьева тăван шăллĕне 40 çул шыранă. Кăçал Çимĕк умĕн масар çине кайса амăшĕн вил тăпри çинчи хĕресе ыталаса куççуль витĕр пулăшу ыйтнă. Питрав кунĕнче шăпа ăна ăнсăртран тăван шăллĕпе тĕл пултарнă.
Ачисем кирлĕ пулман
Амăшĕ ача çуратнă хыççăн сарăмсăр вилнĕрен Алина кукашшĕпе тата кукамăшĕпе çитĕннĕ. Тин çеç çут тĕнчене килнĕ ывăлне çамрăк ашшĕ ача çуратмалли çуртран илсе тухма килĕшмен. Вăл пепкене урăх çемье илсе каясса пĕлнĕ. 25 çулти арçыннăн ашшĕ туйăмĕ вăранса ĕлкĕреймен-ши? Тен, ал-урине çыхлантарас темен. Пĕчĕк Алина пирки те маннă. Апла-и, капла-и, халь тин ăна кун-шăн никама та айăпласшăн мар. «Мамайпа кукаç тем пекех усрава илесшĕн пулнă, ватăскерсене пепкене парас темен. Аннен тетĕшне пурăнмалли услови япăххи чăрмантарнă, çавăнпа арçын ачана киле илсе таврăнайман. Çапла майпа шăллăм Шупашкарта пурăнакан ют çынсен аллине лекнĕ. 23 çултах куç хупнă аннене çав тери шел, эпĕ ăна сăн ÿкерчĕксем тăрăх çеç пĕлетĕп. Çут тĕнчерен уйрăлмалли çын пулман вăл, анчах та йăлтах чĕре çывăхне илекенскер синкерлĕ утăм суйланă», — каласа кăтартать Алина Петровна. Амăшĕ вилнĕ чухне 3 çулта çеç пулнăран ăна кăштах та астумасть. Амăшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн ашшĕ кÿршĕ ялта тĕпленнĕ, часах урăх хĕрарăмпа çемье çавăрнă. Вăл килсе çÿренине, парнесем илсе панине куçĕ умне кăлараймасть Алина. Тăван ашшĕ пур çинчех хăр тăлăх ята илтме тивнĕ ăна. Мĕнех, ÿпкелемест вăл ашшĕне, ун пирки сивĕ пĕр сăмах та каламасть. Кукашшĕпе кукамăшĕ пытарман: пурăна-киле шăллĕ Юра пурри пирки хĕрачана каланă. Хăй çак çĕр çинче пĕччен маррине илтсен çав тери хĕпĕртенĕ вăл. Çав кунран пуçĕнче шăллĕне тупас шухăш явăнма тытăннă.
«Хамран кĕçĕннисемпе калаçма хăраттăм»
«Кукаçипе мамай юратса çитĕнтерчĕç мана. Паллах, çирĕп те тĕрĕс воспитани пама тăрăшнă, пĕчĕкрен тĕрлĕ ĕçе, тирпейлĕхе хăнăхтарнă. Кукаçи ман валли пальто илессишĕн Канаша икĕ хутчен кайни те асрах. Шел, эпĕ 2-мĕш класра чухне пурнăçран уйрăлса кайрĕ. «Сана çитĕнтерсе качча парасчĕ, ачуна алра тытса курасчĕ», — тетчĕ кукамай. Унăн ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕчĕç: вăл çут тĕнчерен уйрăлнă чухне аслă хĕрĕм икĕ уйăхраччĕ. Мамай усал шыçăпа асапланса вилчĕ. Тухтăрсем 4 çултан ытла пурăнаймасть тенĕ пулсан Турă ăна тепĕр 2 çул та хушса пачĕ. Мана вĕсем малтан хăйсене «атте», «анне» тесе калаттарма тĕв тунă. «Епле-ха, эпир тин çамрăк мар, вăл ÿснĕ çĕре ватăлсах кайăпăр. Карчăкпа старике атте-анне тесе чĕнни килĕшÿсĕр», — шухăшланă кукаçипе мамай. Класра пурте тăван амăшĕ пирки сочинени çыратчĕç, эпĕ вара мамай çинчен. Паллах, чун ыратнă, манăн та аннене юнашар пултарас килнĕ», — куçне шăлать Алина Петровна.
Тăван шкулпа сыв пуллашнă хыççăн Шупашкарти педагогика училищине çул тытнă. Хăйĕнчен кĕçĕнрех каччăсемпе туслашма хăранă вăл: тен, тăван шăллĕ-ха? Автобус- троллейбуса кĕрсен çамрăк яшсем çинчен куç илмен: пĕр тăванне шыранă. «Каçарăр та, эсир Юра ятлă мар-и?» — умне пырса тăрса кунашкал ыйтни те пĕрре мар пулнă. Теприсем хĕр мĕншĕн çав тери тишкерÿллĕн сăнанине ăнланма тăрăшман. Шăллĕне шыранă хушăра тем те пĕр каласа намăслантарнине те чăтма тивнĕ.
Ăçта кăна çитмен-ши хăй пурнăçĕнче: Шупашкарти адрес бюровне, ЗАГС уйрăмне, архива, ШĔМе... Хăй сăнлăрах арçынна тĕп хулара çеç мар, Мускавра та шыранă. Алина Петровна Мускавран ĕçлесе килмессерен Елчĕкри полици уйрăмне кĕрсе тухнă. «Эсир нимĕн те ĕçлеместĕр», — çакнашкал вăрçса хăварни те пулнă. Пĕр кунхине Владимир Адюков оперуполномоченнăй ÿркенмесĕрех килсе кайма ыйтнă. «Хам та ывăнса çитнĕччĕ, вĕсене те икĕ çул хушшинче йăлăхтартăм. Шанăç пĕтнĕччĕ ĕнтĕ, çавах велосипед çине утлантăм та Елчĕке вĕçтертĕм. «Сирĕн ĕçе хупатпăр», — тет Владимир Андреевич куçран шăтарасла пăхса. Çурăм тăрăх сивĕ чупса кайрĕ. Мана алран хут татки тыттарать хăй. Тек нимĕн те курмарăм, куç хÿрипе «Тупăннă» тенине çеç асăрхарăм. «Тупрăмăр вĕт. Эсир ĕçлеместĕр тесе вăрçаттăрччĕ», — йăл кулать хайхискер. «Ăна çуралсанах урăх çемье усрава илнĕ. Пăхса çитĕнтернĕ ашшĕ-амăшĕ тахçанах вилнĕ. Текех нимпе те пулăшаймастпăр. Шăллăра тупас тесен халь сирĕн суда пама тивет», — пĕлтерчĕ оперуполномоченнăй. Савăнтăм, анчах та тепĕр ыйту сиксе тухрĕ. Ăçта, епле шырамалла? Шупашкарта ман ыйтăва йышăнмарĕç, пурăнакан вырăнта, прописка тăрăх суда пама хушрĕç. Кун пек те усси пулмарĕ. Каллех оперуполномоченнăй патне утрăм. Май килнĕ таран пулăшрĕç. Çакăн хыççăн шăллăма Шупашкарта çине тăрсах шырама пикентĕм. Вăл пачах урăх ят-хушаматпа çÿрени те уçăмланчĕ. Эпĕ 40 çул ахалех «Павлов Юрий Петровича» шыранă-мĕн. Ача çуртĕнчен илсе тухсанах ăна çĕнĕ ашшĕпе амăшĕ Андрей тесе çыртарнă, хăйсен хушаматне панă. Каллех шырав ĕçне пикентĕм: адрес бюровĕ, интернет, архив…» — каласа кăтартать Алина Петровна.
Шанăçне çухатманскер юлашкинчен хваттерсем тăрăх кайнă. Ăçта кăна çитмен-ши — пĕррехинче палăртнă адрес тăрăх Шупашкарти Оперăпа балет театрне çитсе чарăннă. Ывăнса çитнĕрен хула урамĕнчех пĕрре мар ларса та йĕнĕ, каллех малалла утнă.
Питрав кунĕ
Хĕрĕсем патне Шупашкара килнĕ Алина Петровна Питравра ир-ирех тăван ялне васканă. 5 сехетре тăрса тухнăскерĕн темшĕн Кĕçĕн Таяпана чунĕ туртман. Списокра тепĕр хваттер юлнă унăн. Вокзала çитнĕскер каялла çаврăнса утнă. Пачах палламан çынсем патне ир-ирех шăнкăравлама аван мар тесе подъезд умĕнче ирхи 6 сехет çитессе кĕтнĕ. Тирпейлÿçĕ сăмахсăрах домофон уçса кĕртнĕ. Ют хваттертен шăнкăртаттарсан алăка хĕрарăм уçнă. Ăна хăратас мар тесе хăвăртрах тăванне шырани пирки каланă. Архивран панă даннăйсене каласан хĕрарăм нимĕн те тĕлĕнмен. «Апла чăн та çакăнта пурăнать шăллăм. Тупрăм», — чĕри хыттăн тапма тытăннă. «Вăл ирхи 5 сехетрех ĕçе кайрĕ», — тенĕ хайхискер. Унăн телефон номерне ыйтсан сăмахсăрах çырса панă арăмĕ. Хĕпĕртенĕ Алина Петровна картлашка тăрăх пĕрремĕш хута епле вĕçтерсе аннине те астумасть. Тÿрех ун патне ĕçе васканă. Автобуса ларсанах хайхи номертен шăнкăрав килнĕ. «Каçарăр та, сирĕнпе тĕл пулма юрать-и?» — тесе ыйтсан арçын пăртак кăмăлсăрланнă. «Мĕншĕн палламан ют хĕрарăмпа тĕл пулмалла манăн?» — тенĕ хирĕç. Алина чарăнура анса юлса хăй тăван шăллĕне тахçантанпах шыранине ăнлантарнă. «Ĕçрен тухатăп та залив айккинче кĕтетĕп апла», — тенĕ хайхискер. Палăртнă вырăна тем пек васкасан та тÿрех çитеймен Алина. Ара, хулара тĕпленсе пурăннă çын мар-çке, студент чухнехинчен Шупашкар чылай улшăннă. Пăлханнипе-и, пĕр çурт таврах темиçе хут çаврăннă, урăх çулпа аташса кĕрсе кайнă…
«Мана хирĕç пĕр арçын утса килет. Çÿллĕ кĕлеллĕ пушмак тăхăнса тухнăран хăвăртах утаймастăп. Чĕре кăлт-кăлт тапма пуçларĕ. Сăнне таçта курнă пек. Тĕлĕннипе пуçа енчен енне сулкаласа пыратăп. Акă ман ума çитсе тăчĕ. Каснă-лартнă хам евĕрлĕскер. Аттене аса илтерчĕ, сасси шăп унăнни пек. Ĕненмерĕм, тĕлĕннипе самантлăха сăмах чĕнейми пулса тăтăм», — 40 çул шыранă шăллĕне пĕрремĕш хут курсан чун-чĕринче мĕнле туйăмсем хуçаланнине аса илчĕ хĕрарăм. Малалла вулас...
Елена АТАМАНОВА.
Алина ВОРОБЬЕВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Комментари хушас