Шалăва епле пысăклатмалла?

5 Авăн, 2018

Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне хресчен-фермер хуçалăхĕсем тивĕçлĕ тÿпе хывма пултарасса муниципалитет йĕркеленĕвĕн ертÿлĕхĕ çирĕп шаннине, вĕсемпе çыхăнăва çирĕплетсе пынине черетлĕ çул çÿревре те асăрхарăм.

Сĕнтĕрвăрри райадминистрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Владимир Мустаев агропромышленноç комплексĕнче тĕрев янă 21 фермертан пĕринпе, Андрей Клементьевпа, часах тĕл пуласси пирки пĕлтерчĕ. «Андрей Николаевич чăннипех те маттур, — терĕ. — Йывăрлăх умĕнче нихăçан та пуç усмасть, нăйкăшмасть. Панă сăмаха çирĕп тытать».
Çумăр вĕтĕртетсе иртнĕрен тыр-пултан пушаннă ана кушăхса çитейменччĕ-ха. А.Клементьев килтех, çурт умĕнчи трактор юсавлăхне çула тухиччен тĕрĕслетчĕ. «Ялан пĕр алăра тытнăран кивĕ пулсан та шанчăклă ĕçлет», — сăмах хушрĕ Андрей Николаевич. Унтан хуçалăха епле аталантарни çинчен каласа пачĕ.
Сĕнтĕрпуç каччи шкул хыççăн Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче техник-механике вĕреннĕ. Халĕ саланса кайнă, ун чухне районта кĕрлесе тăнă «Восток» хуçалăхра механизаторта вăй хунă. 2008 çулта ял çыннисене çĕр пайĕсем уйăрса панă. Клементьевсем те илнĕ ăна. «Лаптăка ахаль ан вырттарăр, туллин усă курма тăрăшăр», — тенĕ ăна район администрацийĕн вăл вăхăтри ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Михаил Виноградов. Ютран такамсем килсе пулăшасса мар, хăйсене — мăшăрĕпе ачисене, шăллĕсене — шаннă. Халĕ акă кĕрĕвĕ Владимир тата ывăлĕ Максим та /вăл автомеханик/ хуçалăх тĕрекне çĕклеме хастар хутшăнаççĕ.
«Нумай шухăшласа тăмарăмăр. Хресчен-фермер хуçалăхне çав çулах йĕркелерĕмĕр, — пĕлтерчĕ Андрей Николаевич. — Ĕçе 13,5 гектартан пуçларăмăр. Ача чухнех пахча çимĕç юратса çитĕнтернине аса илсе тупăш унтан та илме май пурах тесе хамăра хамăр ĕнентертĕмĕр. Малтанхи çул 6 гектар çĕр улми лартрăмăр. Анчах йывăрлăха тÿрех туйса илтĕм. Пуçтарма халăх йышлă кирлĕ. Тата пĕтĕм ĕçе алă вăйĕпе пурнăçламалла. Рабочисенчен пĕри: «Михĕ куçарса ывăнтăм кăçал», — тенине илтсен хама тĕксе каланăнах туйăнчĕ. Çĕр улмине çав-çавах лартатăп, пăрахман. Унăн лаптăкне пĕчĕклетсе пытăм. Кăçал 1,5 гектар хăвартăм. Пусă çаврăнăшĕнче çавăн пекех сухан, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, ытти культура та вырăн йышăнаççĕ. Мĕн пур лаптăк халĕ 400 гектара яхăн».
— Ăçта вырнаçтаратăр?
— Çĕнĕ Шупашкар юнашарах та — столовăйсене ытларах леçетĕп. Килĕшÿ тунă шкулсемпе ача сачĕсене те çитетĕп.
— Çĕр лаптăкĕ сирĕн халĕ чылай. 400 гектарĕпех пахча çимĕç çитĕнтерместĕр пулĕ?
— Çу-ук, паллах. Ăна ун чухлех туса илсен уй-хиртен кам пуçтарса кĕртсе парĕ? Тата епле вырнаçтарса пĕтерĕпĕр? Тĕш тырăпа нумай çул ÿсекен курăк та акатпăр. Малалла вулас...

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.