Шалашĕ - нимĕр

7 Ака, 2015

Чăнах та, "тулашĕ - тимĕр, шалашĕ - нимĕр" текен тупмалли юмах ку тĕслĕхре питĕ вырăнлă. Çуртсем çиелтен пăхма кăна илемлĕ те çирĕп пулнă, чăннипе вара...

Çĕнĕ Шупашкар полицийĕн экономика хăрушсăрлăхĕн пайĕн оперативникĕсем предпринимательсем усă курмашкăн хăрушă çуртсем туса сутнине çирĕплетнĕ.

Полицирен Шупашкар районĕнче коттедж туяннă çын пулăшу ыйтнă. Вăл 2008 çултах предпринимательсемпе, упăшкипе тата арăмĕпе, çурт çĕклемешкĕн килĕшÿ тунă. Саккаса пурнăçланă хыççăн вара çĕнĕ пÿртре пурăнма май çукки палăрнă. Калăпăр, никĕсе гидрогеологи условийĕсене шута илмесĕрех янă иккен - çурт кирек хăш самантра ишĕлсе анма пултарать.

Ĕçшĕн тÿлессипе çыхăннă тăкаксене чакарас тĕллевпе предпринимательсем строительствăна çак ялтах пурăнакан çынсене, ятарлă пĕлÿ-хăнăху илменскерсене, явăçтарни палăрнă. Тĕрĕслев йĕркеленĕ май оперативниксен шухăшне экспертиза та çирĕплетнĕ. Ку çеç те мар, çак ялти тепĕр коттеджа та çак предпринимательсем тивĕçлĕ требованисене пăхăнмасăр çĕклени çирĕпленнĕ. Çуртсене туяннă çынсене вĕсем пĕтĕмпе 4 млн ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.

Тепĕр самант: коттедж çĕкленĕ çĕр лаптăкĕсенчен пĕрне харпăрлăха куçармаллипе сăлтавласа предпринимательсем çурта туяннă çыннăн 400 пин тенкине вăрланă. Укçа илнĕ, анчах ĕçне туман. Кайран хайхи çыннăн лаптăка çĕрĕн саккунлă хуçинчен укçа тÿлесе туянма тивнĕ.

Шупашкар районĕн сучĕ 38 çулти хĕрарăмпа унăн 40-ри упăшкине пысăк виçепе улталанăшăн, çавăн пекех хăрушсăрлăх требованийĕсене тивĕçтермен ĕçсем пурнăçланăшăн айăпланă, иккĕшне те 250-шар пин тенкĕлĕх штрафланă. Приговор саккунлă вăя кĕрессе кĕтмелли çеç юлать.

Н.АНТИПОВ.

Рубрика: