Шахмат «полковникĕ» яланах стройра

3 Авăн, 2015

Республикăри шахматистсенчен чылайăшĕ ăна тахçантанпах лайăх пĕлет. Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялĕнче пурăнакан Самуил Дмитриевпа тĕрлĕ турнирта пĕрле вылянă е вылякан - сахал мар. Çак кунсенче вăл 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Тус-тăванпа, ялйышпа, шахмат вăййине юратакансемпе пĕрле. Çĕрпÿ хулинче ятарлă турнир та ирттерчĕç.

Юбиляр пурне те ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ, шахмат сĕтелĕ хушшине ларма сĕнчĕ. Самуил Дмитриевич хăй те вылярĕ - Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчен, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Патăрьел, Комсомольски, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ тăрăхĕсенчен килнĕ шахматистсемпе тупăшрĕ.

Швейцари системипе ирттернĕ турнирта Сергей Спиридонов /Комсомольски/, Андрей Гагарин /Çĕнĕ Шупашкар/ тата Сергей Данилов /Шупашкар/ çичĕ очкоран 5,5-шер пухса мала тухрĕç. Çулĕсен хисепне пăхмасăрах Самуил Дмитриевич хăй те вăтăр тăватă çын хушшинче саккăрмĕш пулчĕ.

- Пуçламăш шкулта вĕреннĕ чухнех кăштах выляма хăнăхнăччĕ, - аса илет шахмат ветеранĕ. - Чулхулари медицина институтĕнче студентсемпе хаваспах ăмăртаттăмăр, каярахпа та, ĕçлеме пуçласан, сÿнмерĕ çав шахмат "юратăвĕ".

Çĕрпÿ районĕнчи тĕп больница коллективне ертсе пынă çулсенче те, каярахпа та Самуил Дмитриевич шахмат "тĕнчипе" çывăх пулма тăрăшнă. Халĕ те çаплах: районти шахмат федерацине ертсе пырать, çĕршер шкул ачине вăййа хăнăхтарать. Районпа республика чысне хÿтĕлесе çĕнсе илнĕ награда темĕн чухлех унăн, пĕрремĕш разрядри шахматистăн! Юбиляр турнирне пынисем унăн дипломĕсемпе Хисеп хучĕсемпе ятарлă куравра паллашма пултарчĕç. Сăмах май, 1967 çулта Самуил Дмитриева "Коммунизм ялавĕ" хаçат редакторĕ Михаил Якимов та Хисеп хучĕпе чысланăччĕ. Мĕнле çитĕнÿшĕн тетĕр-и? Хаçат редакцийĕ ирттернĕ шахмат турнирне хастар хутшăннăшăн.

Турнирта аслисемпе танах шахмат хăми умне шкул ачисем те ларчĕç. Çĕнтерÿçĕ медальне Çĕнĕ Шупашкарти Миша Быковпа Хĕрлĕ Чутайри Яна Никифорова тивĕçрĕç. Тата тепĕр кăмăллă самант çинчен те асăнса хăварас килет: шахмат тупăшăвĕ Самуил Дмитриевичпа унăн мăнукĕн ачин, улттăри Женьăн, хушшинче те пулса иртрĕ. Хăшĕ çĕнтерни çинчен каламăпăр та - вăййа сăнама самаях интереслĕ пулчĕ. Шахмат «полковникĕ» юратнă мăнукне вăйă ăсталăхне алла илме пулăшать иккен. «Пулас ăру шахматла выляса ÿстĕр, ăслă та тавçăруллă пултăр», - тет хисеплĕ ветеран.

Юрий ПЛОТНИКОВ,

спорт журналисчĕ.

Сергей МИХАЙЛОВ сăнÿкерчĕкĕ.

Рубрика: