Севастопольти гимназие чăваш ятне парĕç

14 Кăрлач, 2020

Севастопольти 10-мĕш гимназие пирĕн ентеш, Совет Союзĕн Геройĕ Мирон Ефимов, ятне пама йышăннă. Çакăн пирки ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева Фейсбукра пĕлтернĕ.  

Мирон Ефимович Ефимов 1915 çулта Элĕк районĕнчи Самушка ялĕнче çуралнă. Вырăс Сурăмĕнчи тата Элĕкри шкулсенче вĕреннĕ.
Шупашкарти педагогика институтне пĕтернĕ, учитель пулса ĕçленĕ.
Комсомол путевкипе Мирон Ефимов Ейскри çар авиаци училищинче вĕренет. Ăна 1939 çулта пĕтерсе летчик-истребитель пулса тăрать.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне пирĕн ентеш Хура тинĕс флочĕн 18-мĕш полкĕн летчик-штурмовикĕ пулнă.
Севастополе хÿтеленĕ чух тăшманăн аэродромĕсене çапса аркатассипе чылай паттăрлăх кăтартнăшăн Мирон Ефимов икĕ хут Хĕрлĕ ялав орденне тивĕçнĕ. 1942-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче паттăрла çапăçнăшăн М.Е. Ефимов аслă лейтенанта "Совет Союзĕн Геройĕ" хисеплĕ те сумлă ят панă.
Аслă вăрçăра вăл малалла авиаци полкĕн командирĕ пулнă, пурĕ виççĕр хут ытла вĕçсе хăпарса 17 тăшман самолетне, 19 танкне, 500 автомашинине, виçĕ пин тăшман салтакĕсемпе офицерĕсене пĕтернĕ. Хăй те вилĕмрен темиçе хут та аран çăлăнса юлнă.
1961-мĕш çултан отставкăна кайса Мускав хулинче пурăннă. Ăна паттăр ятне пани 70 çул çитнине Мускаври ентешсем чаплăн уявланă. Пурăннă чухнех Крымра тата Севастопольте Мирон Ефимов подполковник ячĕпе палăксем лартнă.
2019-мĕш çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин ертÿлĕхĕ, Чăваш наци конгресĕ, Севастопольти чăваш наципе культура автономийĕ тата Чăваш Енĕн Крымпа Севастопольти суту-илÿпе экономика тата ЧНК элчи Андрей Яковлев ыйтнипе Севастопольти 10-мĕш гимназие Совет Союзĕн Геройĕ Мирон Ефимович Ефимов ятне пама йышăннă. Кун çинчен гимнази директорĕ С.В. Руквавицина приказ кăларнă, Чăваш Ене çырса пĕлтернĕ.

 

www.hypar.ru

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.