- Чăвашла верси
- Русская версия
СĔТЛĔ - ĔНЕ МАР, ВĔÇЕТ - КАЙĂК МАР
Сиплĕ япаласемпе пуян хăлха çакки курăкĕпе медицинăра кăна мар, косметологире те анлă усă кураççĕ. Унăн сĕткенĕпе мĕн авалран чĕкеç шатрипе пигмент пăнчинчен сипленнĕ. Францире çамрăк çулçин сĕткенĕпе пит тĕсне лайăхлатма усă кураççĕ.
Тымарĕн çăвĕ пиçсе кайсан пулăшать. Сĕтне шĕпĕнпе мозоле сĕреççĕ. Тымарне çăнăх пуличчен вĕтетсе 1:2 шайлашупа пылпа хутăштараççĕ, çак маçпа экземăран сипленеççĕ.
Чĕкеç шатрипе пигмент пăнчинчен
Чĕрĕ хăлха çакки курăкĕн çулçи-тунинчи сĕте чĕкеç шатрисене - кунне 2-3 хут, пигмент пăнчисене кунне 4-5 хут сĕрмелле. Сĕткен типсе çитсен пите тăпăрчă шывĕпе е йÿçнĕ сĕтпе сăтăрмалла.
Чĕкеç шатрипе пигмент пăнчисене шуратма хăлха çакки курăкĕн тымарĕн тата петрушкăн пĕр виçепе илнĕ сĕткенĕсен хутăшĕ питĕ витĕмлĕ пулăшать. Унпа ÿте кунне 2-3 хут сăтăрмалла. Чĕкеç шатрипе пигмент пăнчисем шупкаланичченех сипленмелле.
Чечекне ярса пиçĕхтернĕ шыв та паха. Хăлха çакки курăкĕн пĕр ывăç чечекне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса 1 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Шĕвеке пите кунне темиçе хут сĕрмелле.
Чĕкеç шатриллĕ пите, ÿт-пĕве хăлха çакки курăкĕн сивĕ шĕвекĕпе çумалла. 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ тымара çур литр шыва ярса 30 минут вĕретмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла.
Илемлĕх рецепчĕсем
- Типĕ тата йĕркеллĕ ÿте кунне темиçе хут хăлха çакки курăкĕн çулçин шĕвекĕпе сăтăрни усăллă. 2 апат кашăкĕ çулçа 1,5 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 15 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла.
- Типĕ тата йĕркеллĕ ÿте çăвас вырăнне типĕтнĕ курăк шĕвекĕпе сăтăрсан лайăхрах. Стакана çурри таран курăк тултармалла, хĕрринченех тин вĕренĕ шыв хушмалла. Савăта хупăлчапа витсе пĕр талăк лартмалла, сăрăхтармалла. Шĕвек пăсăласран 1 стакана 1 апат кашăкĕ глицерин ямалла.
- Ирхине тата каçхине çывăрас умĕн пите хăлха çакки курăкĕн сăрăхтарнă çăвĕпе сăтăрма юрать. Ăна хатĕрлеме курăкăн типĕтнĕ тымарне, çулçине, тунине вĕтетмелле, кĕленче савăта çурри таран тултармалла, хĕрринченех тип çу ямалла. Хупăлчапа çăтă хупса тĕттĕм вырăнта 2 эрне лартмалла.
- Хурт-кăпшанкă çыртсан е пÿрлешке тухсан сиенленнĕ ÿте курăкăн чĕрĕ çулçипе тымарĕн сĕткенне сĕрмелле. Ÿт таса мар пулсан тымарĕн шĕвекне ĕçни усăллă. 1 апат кашăкĕ тымара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, çур сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апатчен 15 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле.
- Вăтам Азире авалтанпах шĕпĕнрен хăтăлма ăна кунне 4-5 хут хăлха çакки курăкĕн сĕткенне сĕреççĕ.
- Патрак типĕ çÿçе хăлха çакки курăкĕн тымарĕнчен хатĕрленĕ шĕвекпе чÿхеççĕ. 1 апат кашăкĕ тымара тин вĕренĕ 1 стакан шыва ярса пиçĕхтермелле.
- Типĕ, ватăлакан ÿте курăкăн чĕрĕ çулçин маски чĕрĕлĕх кĕртет. Çулçа лÿчĕркемелле, кăштах вĕренĕ шыв ярса пăтратмалла, унтан пĕр виçепе пыл хушмалла. Маскăна пите 10-15 минута сĕрмелле.
- Типĕ ÿтшĕн лосьон паха. Ÿсен-тăрана /тымарĕ, туни, çулçи, чечекĕ/ кĕленче савăта ямалла, лайăх шурă эрех хушмалла /1 стакан вĕтетнĕ хăлха çакки курăкĕ - 1 стакан эрех/. Савăта хупăлчапа витсе тĕттĕм вырăнта 10 кун лартмалла. Унтан сăрăхтармалла, вĕренĕ шыв настойкăран икĕ хут ытларах хушмалла. Лосьонпа пите ирхине тата каçхине сăтăрмалла.
Комментари хушас