Сĕте каллех йÿнетрĕç

Коммерсантсем сутлăх сĕте çулталăкăн пĕрремĕш çурринче уйăхсерен йÿнетрĕç. ЧР Министрсен Кабинечĕ мĕншĕн ăна пĕр шайра тытса тăмасть. Халĕ пирĕн ялта кашни литрне 11 тенкĕлле çеç пуçтараççĕ.

Римма НИКОЛАЕВА.

Канаш районĕ.

«Федераци саккунĕсенче патшалăх мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсем сутакан сĕт хакне йĕркелесе тăмалли йĕрке çирĕплетмен, - тесе пĕлтерет ЧР Ял хуçалăх министерстви. - Ăна продукци сутакан, пуçтарса çÿрекен тата сĕт завочĕ пĕр-пĕрин хушшинче çирĕплетекен килĕшÿре палăртаççĕ. Хак мĕнле пуласси сĕт туса илекенсем, туянас текенсем йышлă пулнинчен нумай килет».

Çулталăкăн тĕрлĕ вăхăтне кура вăл улшăнса тăрать. Çуркунне-çулла сĕт ытларах сунă май хак самай ÿкет. Кĕркунне производство чакнăçемĕн продукци хакланать.

ЧР Ял хуçалăх министерствин «Агро-Инновацисем» предприятийĕ пĕлтернĕ тăрăх - утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче республикăри тирпейлекен предприятисем сĕтĕн кашни килограмне 14,85 тенкĕпе йышăннă. Ку хак продукци пуçтаракансем ял çыннисенчен пухнă сĕтĕн мар. Вĕсене 10-12,5-шер тенкĕ кăна тÿлеççĕ. Министерство çыру авторне янă хуравра килти хуçалăхсенчен çулла пухакан сĕте иккĕмĕш сорта çеç кĕртнине, çавна пула унăн сутлăх хакĕ пĕчĕкреххине палăртнă.

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.