Сĕт юр-варĕ сывлăхшăн усăллă

Республика вырăнта туса илекен сĕтпе халăха 134,7 процент чухлĕ тивĕçтерет. Нумаях пулмасть Шупашкарта кăçалхипе пиллĕкмĕш хут "Сĕт фестивалĕ" иртрĕ. Унта хутшăннă предприятисем хăнасене хăйсен юр-варĕпе сăйларĕç. Çавна май çынсем "Ядринмолоко", "Акконд-Агро" фирма" пĕрлешӳсен, Куславккари, Вăрнарти, "Изамбаевский" сĕт завочĕсен, Елчĕкри сыр завочĕн продукцине астивсе пахаларĕç.

Ача çуралсанах сĕтпе туслашать. Ӳсерехпе те çак сиплĕ шĕвек çынна усă парать. Диетологсем сĕннĕ тăрăх – пĕтĕмĕшле апат-çимĕç калăпăшĕнче сĕт продукчĕ 35 процент йышăнмалла. Кашни çынна çулталăкра вăтамран 330 кг лекмелле. Чăннипе вара вăл 256 кг кăна çиет, çакă кирлĕ виçен 77 проценчĕпе кăна танлашать.

Пĕлтĕр республикăри хуçалăхсем кашни ĕнерен вăтамран 4905 кг сĕт сунă /2014 çулхи кăтартăвăн 104,5 проценчĕ/. Шупашкар /5763 кг/, Елчĕк /5602/, Етĕрне /5486/, Вăрнар /5123/, Тăвай /5110/, Комсомольски /5108/ районĕсенче 5000 кг ытла сунă. Икĕ район – Элĕкпе /6370 кг/ Сĕнтĕрвăрри /6242/ районĕсем – 6000 килограмран ирттернĕ.

Ку çеç-и? Комсомольски районĕнчи "Асаново" /7939 кг/, Шупашкар районĕнчи "Ольдеевская" /7839/, Элĕк районĕнчи "Новый путь" /7760/, Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра" /7567/ тата Елчĕк тăрăхĕнчи "Победа" /7095/ хуçалăхсенче кашни ĕнерен илнĕ сăвăм виçи 7000 ытла килогрампа танлашнă.

Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра" хуçалăх дояркисем Лидия Андреевăпа Валентина Спиридонова кашни ĕнерен 8940 кг сĕт суса иртнĕ çул кăтартăвĕпе мала тухнă. Иккĕмĕш вырăнта – Комсомольски районĕнчи "Асаново" кооператив ĕçченĕ Наталья Белова /8520 кг/.

"Шупашкар-Арена" Пăр керменĕнче иртнĕ сĕт фестивальне уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Вăл агропромышленноç комплексĕнче малта пыракансене ЧР Ял хуçалăх министерствин грамотипе, ачасен пултарулăх конкурсĕнче çĕнтернисене диплом парса чысларĕ. Кăçал сĕт производствине аталантарма бюджетра 347,6 млн тенкĕ укçа уйăрнине палăртрĕ. Хальхи вăхăт тĕлне хресченсене 300 миллионне куçарса панă.

Паллах, мĕнпур йышши хуçалăхра сăвăм шайне ӳстерме тăрăшмалла. Çулла унăн туяну хакĕ йӳнелни канăç памасть. Республика ертӳçи асăннă тăрăх – сĕт халĕ 2 тенкĕ хакланнă, пĕр литрăн вăтам хакĕ 17 тенкĕрен иртет.

Пиллĕкмĕш фестиваль "Сывлăхăн сĕт салонĕпе" те асра юлмалла. Кунта сĕтпе тата унран хатĕрленĕ продукципе косметологире усă курас тĕлĕшпе мастер-класс кăтартрĕç. Куракансем ытти кăсăклă конкурссемпе те хавхаланчĕç.

Аса илтерер, малтанхи тăватă çулта фестивале 25 пин ытла çын хутшăннă, вĕсем 17 тонна сĕт продукцине тутанса пăхнă тата туяннă.

Ирина ПАВЛОВА.

Ирина ПАВЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.