Сĕт вырăнне — йогурт

15 Чÿк, 2018

Ача садĕнчи апатлану ашшĕ-амăшне кăсăклантаратех. Халĕ вĕсен хăйсен куçĕпе курса кăна мар, тутанса пăхса та апат-çимĕçе тĕрĕслеме ирĕк пур.

Ĕнер акă ашшĕ-амăшĕнчен тăракан тĕрĕслев ушкăнĕ Шупашкарти 162-мĕш садикре пулчĕ. Вĕсем ачасем иккĕмĕш ирхи апатпа сăйланнине курчĕç. Темшĕн ачасем вĕретнĕ сĕт кăмăллăмаççĕ. Ун вырăнне ашшĕ-амăшĕ йогурт пама сĕннĕ. Тивĕçлĕ инстанцисем ирĕк панă хыççăн менюна çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Халăх тĕрĕслевĕ кăçалтан ĕçлеме тытăннă. Кун хыççăн апаталану пахалăхĕ ÿсессе шанаççĕ.

Халăх тĕрĕслевĕн ушкăнĕ — ревизор пекех. Вĕсем ачасем çывăракан, вылякан пÿлĕмсенче санитарипе гигиенăна та тĕрĕслеççĕ. Воспитателсем кружок ĕçĕпе те паллаштарма хирĕç мар. Çитменлĕхсене асăрхасан заведующие пĕлтереççĕ.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА

Теги: 

Комментари хушас