- Чăвашла верси
- Русская версия
Сĕт рынокĕнче мĕн кĕтет?
Германире выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп отраслĕсене аталантарассипе иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери куравра сĕт туса илессине ÿстерессине, унăн пуласлăхне сÿтсе явнă. Мероприятие Германи, Раççей, Украина, Беларуç, Ливан, Китай эксперчĕсем хутшăннă.
Экспертсен шухăшĕпе, 2030 çул тĕлне çĕр çинче пурăнакансен йышĕ 8,7 млрд çынна çитмелле е 16 процент ÿсмелле. Апла сĕт рынокĕнче 1,2 млрд потребитель хушăнать. Специалистсем палăртнă тăрăх, 2017 çулта тĕнчере çын пуçне 116 кг сĕтпе усă курнă. 2030 çул тĕлне çак хисеп 135 кг çитме пултарĕ. Пĕчĕк тупăшлă халăх, аталанса пыракан çĕршывсем сĕт рынокне витĕм кÿмелле. Аталанса пыракан çĕршывсенче сĕт юр-варĕпе усă курасси ÿссе пырать. Хальхи вăхăтра Сауд Аравийĕнче çын пуçне çулталăкра — 30, Иорданире — 78, Египетра — 78, Мароккăра 79 кг сиплĕ çимĕç каять. Малашне вĕсенче те кăтарту 25% ÿсме пултарĕ.
Çитес вăхăтра фермăсенче ĕне кĕтĕвĕ пысăкланасса палăртнă. 2016 çулта статистика кăтартăвĕпе Евросоюзри пĕр фермăра вăтамран 18 выльăх пулнă. 2030 çул тĕлне кăтарту 65% ÿссе 98 ĕнене çитмелле. Çурçĕр Америкăра — 65% /414 ĕне/, Кăнтăр-Хĕвел тухăç Азийĕнче вăл 78% /10 пуç/ пысăкланĕ. Çав хушăрах 14 млн хуçалăхра фермăсен йышĕ чакмалла. Тухăçсăр, малашлăх çук предприятисем бизнесран каяççĕ.
Халăх йышĕ хушăннă май 2030 çул тĕлне тĕнчере сĕт туса илесси 35% хăпармалла. Çакă уйрăмах Кăнтăр Азире палăрĕ — 64%. Ытти çĕршывсенче вăл 14-36% хушăнĕ.
Сĕт хакĕ те улшăнсах тăрĕ. 2016- 2018 çулсенче 1 кг сĕт 35 евроцентпа танлашнă. Çывăх вăхăтра вара вăл чакмалла, 30 евроцент пулмалла.
Тĕнчери сĕт рынокне политикăпа климат та витĕм кÿрĕç. Кăçалхи типĕ çанталăка кура хăш-пĕр регионта сĕт хакĕ хăпарса пыни сисĕнет. Санкцисем, çĕршывсен хушшинчи суту-илÿ хирĕçĕвĕ те — АПШпа Китай, Мексика, Канада пĕр чĕлхе тупайманни — рынокра систерет. Евросоюзран тухнă май Аслă Британи фермерĕсем йывăрлăха кĕрсе ÿкме пултарĕç.
Сĕт туса илесси ÿснĕ май хатĕр продукцие вырнаçтарас ыйту çивĕч тăрĕ. Çывăх вăхăтра Инди, Турци, Иран, Никарагуа, Коста-Рика та сĕт экспортлама тытăнни конкуренцие татах вăйлатать. Малалла вулас...
Лариса НИКИТИНА хатĕрленĕ.
Комментари хушас