Сĕт хакне йĕркелесси – тĕп ĕç

Ялта ĕне усрама çăмăл мар. Сĕтел çинче кунсерен сĕт юр-варĕ пултăр тесен уйра пайтах тар тăкмалла, выльăх апачĕ хатĕрлемелле. Килте техника çук чухне е утă тумалли курăка çава тытса çулаймасан укçа-тенкĕ енчен те тăкакланма тивет. Тăкака ял çынни кăштах та пулин сĕт сутса саплаштарасшăн. Ĕçлекен çыннăн кунсерен пасара чупма вăхăт çук, çавăнпа чылайăшĕ сĕте ял-ял тăрăх çÿрекен усламçăсене е организацисене парать. Хĕлле сĕт хакĕ çырлахтарать темелле, çăва тухаспа вăл хăвăрт йÿнелме тытăнать. Ял çынни çакăнпа кăмăлсăр. Республикăра "Халăх тĕрĕслевĕ" ятпа проект йĕркеленĕ, ăна "Единая Россия" парти пурнăçлать. Иртнĕ эрнере партин вырăнти уйрăмĕсене ертсе пыракансем ир-ирех Тăвай, Красноармейски, Елчĕк, Вăрмар районĕсенче пурăнакансемпе тата сĕт пуçтаракансемпе тĕл пулнă.

Тăвай районĕнчи Çăлпуçра пурăнакан 10 çын сĕте "Янтиковский кооператив" пĕрлешÿ лавккине парать. Хальхи вăхăтра 1 литр сĕте 11 тенкĕпе йышăнаççĕ. Çăлпуçсем ăна хаклăрахпа сутасшăн. Ара, çулла ку тăрăхра çумăр çуманпа пĕрех, çавăнпа выльăх апачĕ сахал. Ялта ĕне тытакансене патшалăх пулăшăвĕ пулмĕ-и тесе те кăсăкланнă Çăлпуçсем. Пĕр çулхине çапла хавхалантарнине кура ĕнтĕ. Халĕ суса илнĕ кашни литр сĕтшĕн хуçалăхсене субсидипе пулăшаççĕ, ял çыннисене – çук.

Елчĕк районĕнчи 9 ял тăрăхĕнче халăх 4537 пуç мăйракаллă шултра выльăх (утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне) тытать, çав шутра 2328-ăшĕ – сăвакан ĕне. Лаш Таяпа тăрăхĕнче çак йыш чи пысăкки – 514 пуç. Халăхран сĕт пуçтаракансем районта йышлăран паянхи кун сĕтĕн чи пысăк хакĕ (1 литршăн) 13 тенкĕпе танлашать. Çак хакпа Шăмалак тата Яманчурел ялĕсенче пуçтараççĕ. "Комбайн" хуçалăх Кавал, Кивĕ Эйпеç, Питтĕпел ял çыннисенчен сĕте 12,5 тенкĕпе йышăнать. Елчĕксен йÿнĕрех. Пĕр литрĕ 11 тенке ларать. Канашри сĕт заводне те çак хакпа ăсанать. Вăрмар районĕнчи Тикаш ял тăрăхĕнче иртнĕ уйăхсенче сĕте халăхран кăшт хаклăрахпа пуçтарнă пулсан, халĕ – 11 тенкĕпе. Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕнче 11 тенкĕпе райпо пуçтарать. Тĕслĕхрен, Çирĕклĕ ялĕнче. Сĕт пуçтарма Çĕмĕрлерен тата Канаш районĕнчен çÿрекенсем Яманакра пурăнакансенчен ăна 10 тенкĕпех илсе каяççĕ.

Ĕне шăпах сĕт нумай антарнă чухне хак чылай йÿнелни ял халăхне хытă тарăхтарать. Капла ĕне выльăх шучĕ тата та чакасси куç кĕрет. Ыйтăва патшалăх шайĕнче татса памасан çавăн патне çитсе тухăпăр та.

Ял халăхĕнчен пуçтаракан сĕт хакĕпе çыхăннă ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ куçран вĕçертмест. "Паян республикăра сĕте ял çыннине çырлахтаракан хакпа пухма май пур. Пĕр литр сĕтĕн хакĕ 13 тенкĕрен кая пулмалла мар", – тенĕ вăл нумаях пулмасть Çĕрпÿре иртнĕ канашлура.

И. АНДРЕЕВА.

И. АНДРЕЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.