Сĕт хакĕ ĕнене "тăрантмалла"

12 Çурла, 2014

Шупашкар районĕнчи Пархикасси ялĕнче пурăнакансем сĕте хăйсенчен хаклăрах хакпа пуçтарма тытăннăшăн савăнаççĕ. Иртнĕ эрнере пĕр литрне 12 тенкĕпе йышăнма пуçланă. "Кĕркунне çитсе пынăран хак ÿсет-ши е çакă республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов яла пынипе çыхăннă-ши?" – пуç ватаççĕ иккĕленÿллĕ шухăшпа пурăнма хăнăхнă çынсем.

Апла-и е капла-и – хак пĕр тенкĕ ÿсни те ял çыннишĕн аван. Хăй вăхăтĕнче сĕте вырнаçтарас тесе Пархикассисем Шупашкар пасарĕсене çÿренĕ. Çулла килте ĕç нумай, кунсерен хулана йăрккама вăхăт çук. Шăрăхра çул çинче сĕт-турăхĕ йÿçсе кайĕ. Халăх ыйтнипе Çĕньял тăрăх администрацийĕ сĕт пуçтарас ĕçе йĕркеленĕ. Алексей Субботин усламçă Пархикассисене вăрах кĕттермен. Халĕ ял çыннисем ăна кашни ир тулли сĕт витрисемпе кĕтсе илеççĕ. Паха чĕр тавара усламçă тÿрех завода турттармасть, Муркаш районĕнчи ĕçтешне сутать. Лешĕ сĕте сивĕтетсе тирпейлекен предприятине ăсатать.

Ял çыннин сĕт хакне тата ÿстерес килет. Ара, ĕне усрама пач та çăмăл мар, пайтах тăкакланмалла. Çу уйăхĕнче пĕр литр сĕте 14 тенкĕпе панине шута илсен паянхи 12 тенкĕ уншăн, паллах, йÿнĕ хак. Çавăнпа кĕркуннене чăтăмсăррăн кĕтет вăл, ун чухне хак ÿсесси куç кĕрет. Анчах хĕле хирĕç ĕне сĕт сахалрах антарать-çке.

Çавах та Пархикассисем çулла сĕт сутса уйăхра вăтамран 6-7 пин тенкĕ укçа тăваççĕ. Çакă та вĕсемшĕн пулăшу.

И. Павлова.

Рубрика: 
Автор: