Сесси: парламентри кадр улшăнăвĕсем

19 Юпа, 2018

ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 24-мĕш сессийĕнче депутатсем кадрсен улшăнăвĕпе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухрĕç.
Вĕсенчен пĕри — Чăваш Республикин улттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов ĕçрен кайма ыйтса заявлени çырни. Вăл урăх ĕçе куçать. Саккунпа килĕшÿллĕн — хăйсен ĕç-хĕлне яланхи професси никĕсĕ çинче пурнăçлакан депутатсен патшалăх службинче, тÿлевлĕ ытти ĕçре вăй хума юрамасть /преподаватель, ăслăлăх тата пултарулăхпа çыхăннă ытти ĕç-хĕлсĕр пуçне/.
«Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Валерий Филимоновăн управленец тата пурнăç опычĕ пысăккине, вăл ăслă, компетентлă çын пулнине, ăнăçлă ĕçленине шута илсе ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин заместителĕн должноçне сĕннĕ. Эпĕ республика Пуçлăхĕн ЧР Патшалăх Канашĕнчи полномочиллĕ представителĕ пулнă май мана сирĕнпе ĕçлеме лайăх пулнине палăртатăп. Пирĕн малашнехи пĕрлехи ĕç те тухăçлă пуласса шанатăп», — терĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев. Депутатсенчен нумайăшĕ спикерпа пĕрле ĕçленĕ икĕ çул хушшинче республика аталанăвĕшĕн тата унта пурăнакансемшĕн кирлĕ чылай саккуна йышăннине, усăллă нумай ĕç тунине палăртрĕ. Валерий Николаевича çĕнĕ должноçра та ăнăçу сунчĕç. Валерий Филимонов пурне те пĕрлехи ĕçшĕн тав турĕ.
Депутатсем ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçламашкăн вице-спикера — Бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председательне Альбина Егоровăна шанчĕç.
Сессире Григорий Данилов депутата Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетăн председателĕн заместителĕн должноçĕнчен — вăл хăйĕн ĕç-хĕлне яланхи професси никĕсĕ çинче пурнăçланă — хăтарас ыйтăва та тишкерчĕç. Çак ыйтăва малтан профильлĕ комитетра та пăхса тухнăччĕ. «Саккун кăларакан пухăвăн депутачĕсен, хăйсен ĕç-хĕлне яланхи професси никĕсĕ çинче пурнăçлакансен, уйрăм право статусĕ. РФ Конституци сучĕн Постановленийĕпе килĕшÿллĕн асăннă категорие РФ Ĕçлев кодексĕн витĕмĕ пырса тивмест. Чăваш Республикин «Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн комитет председателĕн заместительне, хăйĕн ĕç-хĕлне яланхи професси никĕсĕ çинче пурнăçлаканскерне, хăй заявлени çырсан, профильлĕ комитетăн членĕсен пуçарăвĕпе, çавăн пекех саккунра пăхса хăварнă ытти тĕслĕхре /сăмахран, шанчăкран тухсан/ вăхăт çитмесĕрех должноçран хăтарма пултараççĕ. Эппин, ку ыйтăва профильлĕ комитетра пăхса тухмалла. Çак комитет тивĕçлĕ рекомендаци парсан Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕ татăклă йышăну тăвать. Тепĕр хут палăртса хăварас килет: кунта сăмах депутат полномочийĕсем вĕçленни пирки мар, хăйĕн ĕç-хĕлне яланхи професси никĕсĕ çинче пурнăçлакан депутатăн полномочийĕсем вĕçленни çинчен пырать. Ку вăл яваплăх мери мар, çакă чи малтан граждансен асăннă категорийĕн уйрăм право статусĕпе сăлтавланнă», — ăнлантарнăччĕ çав комитетăн ларăвĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертÿçин заместителĕ — Патшалăх-право управленийĕн пуçлăхĕ Людмила Ксенофонтова.
Депутатсем ку енĕпе те хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç. «Çын патшалăх должноçне йышăнни вăл унта яланлăхах килнине пĕлтермест. Пирĕн, комитет членĕсен, унăн председателĕн заместительне урăх депутата суйлама ирĕк пур», — терĕ асăннă комитетăн членĕ Петр Краснов. Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетăн председателĕн заместителĕн должноçне коммунистсен партийĕн фракцийĕнчи депутата Александр Андреева суйларĕç.

ХАКЛАВСЕМ

Леонид ЧЕРКЕСОВ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ:
Эпир ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе тачă çыхăну тытатпăр. Валерий Филимонов Председатель пулнă май парламентăн тухăçлă та конструктивлă ĕçне йĕркелес тесе нумай тăрăшрĕ. Вăл хăйĕн суйлавçисемпе тăтăшах тĕл пулать. Халĕ унăн умĕнче — çĕнĕ, хальхи пекех яваплă ĕç тапхăрĕ. Валерий Николаевича ăнăçу сунас килет.

Николай МАЛОВ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ:
Эпир Валерий Филимоновпа тахçантанпах пĕрле ĕçлетпĕр. Унăн пурнăçри çеç мар, политикăри опычĕ те пысăк. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ăна ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин заместительне лартасси пирки указ кăларчĕ. Çакна кадрсемпе çыхăннă стратегилле йышăну тесе палăртас килет. Валерий Николаевич республика аталанăвне малашне те пысăк тÿпе хывасса шанатпăр.

www.hypar.ru

 

Теги: 

Комментари хушас