Сергей Легостаев - Чăваш Ен прокурорĕ

18 Çу, 2015

Иртнĕ хĕлле Владимир Метелин отставкăна кайнă хыççăн республика прокурорсăрччĕ - унăн тивĕçĕсене прокурор заместителĕ Виталий Щетинкин пурнăçласа пычĕ. «Влаçсăрлăх» тапхăрĕ тинех вĕçленчĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2015 çулхи майăн 8-мĕшĕнчи указĕпе 3 класлă патшалăх юстици советникне Сергей Легостаева Чăваш Республикин прокурорĕн должноçне уйăрса лартнă, майăн 13-мĕшĕнче Генпрокурор тивĕçлĕ хушăва алă пусса çакна çирĕплетнĕ.

С.Легостаев 1963 çулта Орел облаçĕнчи Колпны районĕнче çуралнă. Харьковри юридици институтне пĕтернĕ. Прокуратура органĕсенче - 1989 çултанпа. Прокуратура следователĕнче, следствипе оперативлă шырав ĕçне сăнаса тăракан пай прокурорĕнче, район прокурорĕнче, Орел облаçĕн прокурорĕн заместителĕнче ĕçленĕ. 2007 çултанпа Рязань облаçĕн прокурорĕ пулнă.

ЧР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - Сергей Валентинович РФ тава тивĕçлĕ юрисчĕн, РФ прокуратурин хисеплĕ ĕçченĕн ячĕсене тивĕçнĕ, юридици наукисен кандидачĕ. Мăшăрĕпе 2 ача çитĕнтереççĕ.

Н.КОНОВАЛОВ