Сентябрĕн 19-мĕшĕнче - инаугураци

17 Авăн, 2015

Чăваш Республикин суйланнă Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев должноçа кĕнин церемонийĕ сентябрĕн 19-мĕшĕнче 12 сехетре Правительство çурчĕн /Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 17-мĕш çурт/ Ларусен пысăк залĕнче иртет. Инаугурацие Чăваш Енĕн наци телерадиокомпанийĕн теле тата радиоэфирĕнче, Чăваш Республикин влаç органĕсен порталĕнче трансляцилеççĕ.

Аса илтеретпĕр: Чăваш Республикин Пуçлăхне сентябрĕн 13-мĕшĕнче пĕрлехи сасăлав кунĕнче суйланă. 362 пин ытла /65,54%/ суйлавçă хăйĕн сассине Михаил Игнатьевшăн панă.

Чăваш Республикин суйланнă Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашĕн депутачĕсен, республикăн Министрсен Кабинечĕн членĕсен, федерацин территорири влаç органĕсемпе Чăваш Республикин вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисен тата чĕннĕ хăнасен умĕнче тупа тăвать.