Сĕнтĕрвăрринче - çÿлевĕç!
Вăл 8800 çын пурăнакан шавлă хулара ирĕккĕн çÿрени биологсене çеç мар, пурне те тĕлĕнтерчĕ. Сывлăхлă çÿлевĕçсем этемпе юнашар пурăнмаççĕ, сĕм вăрмантан тухмаççĕ. Ял-хулана йăшăккисем çеç сайра-хутра пыраççĕ.
Республикăри вăрман ĕçченĕсем те, сунарçăсем те илемлĕ çак чĕрчуна нумай çул курман. Мĕншĕн тесен вăл Чăваш Енре питĕ сахал, пĕтес патнех çитнĕ. Çавăнпа ăна ЧР Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче 9 кăна шута илнĕ: Улатăр районĕнче - 2, Пăрачкав, Йĕпреç, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Патăрьел, Шупашкар, Шăмăршă тăрăхĕнче - 1-ер.
Тимĕрçĕ урамĕнчи 47-мĕш çуртăн 2-мĕш хваттерĕнче пурăнакан Олимпиада Семенова декабрĕн 4-мĕшĕнче, 19-20 сехетсенче, каяш тăкма урама тухсан контейнерпа юнашар малтан пĕрре те курман паха çăмлă чĕрчун кушак виллине çисе ларнине асăрханă. Çывăхне пыма хăранă. Лешĕ апатне çисе янă та урампа малалла çул тытнă. Хĕрарăм вăрмантан хулана кĕске хÿреллĕ хăна килнине чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен районти станцие систернĕ.
«Семенова ман пата çав кун каçхине телефонпа тепре шăнкăравларĕ, - терĕ учреждени ертÿçи Вера Уланкова. - Шĕвĕр хăлхаллă «пысăк кушак» хăйĕн пÿрчĕн крыльци айĕнче кил кушакĕн виллипе апатланнине пĕлтерчĕ. «Чăтлăх чĕрчунĕ хулана сăлтавсăр килмен, - терĕм. - Ăна уртаракан чир аташтарман-ши? Этеме е килти выльăха çыртсан çав амака ертме пултарать, хăрушлăха кĕртсе ÿкерет». Çийĕнчех Сĕнтĕрвăрри хула тăрăхĕн пуçлăхне, вăрман чĕрлĕхне тата вăл пурăнакан объектсене хÿтĕлекен инспектора Дмитрий Шаронова, полици пайне, хулан диспетчер службине пĕлтертĕм, «пысăк кушака» кайса пăхма сĕнтĕм. Çитрĕмĕр. Вăл крыльца айĕнчехчĕ, апатланатчĕ. Унтан тухса тарма памарăмăр. «Çÿлевĕçе миххе чиксе станцие илсе çитермелле. Тен, вăл мурлă? Амак вирусне сарма памалла мар», - терĕм. Миххе чăмтараймарăмăр. Пире çывăхне те ямарĕ. Шупашкартан специалиста чĕнтертĕмĕр. Вăл çÿлевĕçе «пăшалтан» персе çывăрттарса ярсан станцие илсе çитертĕмĕр, читлĕхе хутăмăр. Киле декабрĕн 5-мĕшĕнче, ирхи 3 сехетре, çитрĕм. Ĕç кунĕ пуçланнă тĕле чĕрчун «вăраннă», шыв ĕçнĕ, кулленхи тĕрĕслеврен юлакан аша çинĕ. Кирек хăш чĕрчун та уртаракан чирпе йăмшаклансан шыв ĕçмест. Читлĕхре вăр-вар кумнăран çÿлевĕç усалпа амакланни иккĕлентерчĕ. Декабрĕн 6-7-мĕшĕсенче Роза Калентьева ветврач ăна тăрантарнă, шыв ĕçтернĕ, вăл мăранланнине асăрханă. Куçĕ умĕнчех вăйсăрланнă, кĕтесре выртнă. Тимĕр алăк сассине илтсен пуçне çеç çĕклесе пăхнă, тăман. Тунтикун специалистсем ĕçе килсен çÿлевĕç пач хускалман».
Уртаракан чир вирусне тупса палăртас тĕллевпе ăна çав кунах республикăн ветлабораторине ăсатнă. Микроскоппа тишкернĕ - организмĕнче уртаракан чир вирусне тупман. Хальхи вăхăтра биотĕрĕслев ирттереççĕ. Ăна пĕтĕмлетме иртерех.
Станци ветеринарĕсем О.Семенова пÿрчĕн таврашне, чĕрчун çÿренĕ ытти урама, читлĕхе хлор извеçĕпе дезинфекциленĕ.
ЧР патшалăхăн ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи 11 уйăхра республикăра вăрман тата кил чĕрчунне уртаракан чир ернĕ 13 тĕслĕх /пĕлтĕр - 15/ тупса палăртнă. Вăл этеме шар кăтартнă тĕслĕх пулман.
Юрий МИХАЙЛОВ
Комментари хушас