Сцена çăлтăрĕ
26 Ноября, 2013 | Хыпар | Хула | Вера Кузьмина

СССР халăх артистки, Чăваш театр сценин çăлтăрĕ Вера Кузьмина çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май иртнĕ шăмат кун Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче унăн пултарулăх каçĕ иртрĕ.

Театрта кунашкал мероприятисем час-часах иртеççĕ, анчах та халăх хальхинчи пек капланса килнине, ытлашши билет туянас текенсем театр умĕнче çакăн чухлĕн тăнине юлашки вăхăтра курманччĕ-ха. Çак пулăм куравçăсем Вера Кузьминичнăна мĕн тери юратнине, хисепленине тепĕр хут çирĕплетет.

Юбиляра саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа хутшăнчĕç. Михаил Васильевич тăван халăхăн мухтавлă хĕрне, Чăваш Енăн Хисеплĕ гражданинне Вера Кузьминана юратнă ĕçĕнче 66 çул тăрăшса ĕçленĕшĕн, çамрăксемшĕн, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнăшăн, хăйĕн ролĕсенче Амăшĕн сăнарне калăпласа куравçа хавхалантарнăшăн чун-чĕререн тав турĕ, вĕри чĕреллĕ, çамрăк чунлă актрисăна сцена çинче тата нумай çул ĕçлеме сывлăх сунчĕ.

Саламлакансем татах пулчĕç: ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, ЧР Театр ĕçченĕсен председателĕ Геннадий Медведев, Г.Камал ячĕллĕ Тутар патшалăх академи театрĕн, тĕп хулари театр коллективĕсен, республикăри пултарулăх союзĕсен ертÿçисем тата ыттисем те. Салам сăмахĕсем спектакльти сыпăксемпе черетленчĕç. Юлашкинчен юбиляра хăйне сăмах пачĕç.

- Юратнă коллектив, ытарайми куравçăсем. Эсир пурри вăй-хал парать, малалла пурăнма çул уçса пырать, - терĕ Вера Кузьмина. - Театра чун-чĕререн юратсан унран нихăçан та уйрăлаймăн. Эсир те ăна ман пек юратăр.

 

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.