Савнипе сывпуллашрăм

Çулталăк каялла пурăнас та килместчĕ. Ун чухне маншăн нимĕн те интереслĕ марччĕ. Халĕ ăнланатăп, эпĕ ун чухне хама хам «тĕрмене» хупнă...

Юрăпа ăнсăртран ĕçлĕ лару-тăрура паллашнăччĕ. Пĕрре курсах вăл ыттисенчен уйрăлса тăнине ăнлантăм. Тĕрĕссипе, мана арçынсем яланах куç хывнă. Юлташ та чылай. Анчах чĕрем Юрăна суйларĕ. Вăл çемьеллĕ пулнине те уямарĕ. Савнин пĕртен-пĕр ывăлĕ ура çине тăнă, авланнăччĕ ĕнтĕ. Юра пур енĕпе те хĕрарăма килĕшмелле арçын. Ĕçмест, туртмасть, сăпайлă, этемлĕхĕн черчен çуррине хисеплет, чи кирли вара — ăслă, анлă тавракурăмлă, интеллигентлă. Пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă: бизнесмен. Унпа кирек мĕн çинчен те калаçма пулать, нихăçан та тунсăхламастăн. Пирĕн тĕлпулусем яланах кăсăклă та хăйнеевĕр, асра юлмалла иртетчĕç. Тĕлпулуран тĕлпулуччен пурăнаттăм. Куçăм çиçсе тăратчĕ. «Эсĕ кунран-кун илемленсе пыратăн», — тетчĕç ĕçтешĕмсем. Мана савнирен нимĕн те кирлĕ марччĕ, вăл мана савтăр кăна теттĕм.

Икĕ çул асамлă юмахри пекех иртрĕ. Анчах... Ылтăн кĕркунне вăл кăнтăра канма кайрĕ те пĕр эрнеренех ман пата СМС-çыру çырма пăрахрĕ. Тепĕр эрнинче эпĕ хам йывăр çын иккенне ăнлантăм. Эпĕ, хальччен ача амăшĕ пулса курманскер, куншăн питĕ хĕпĕртерĕм. Юра кăнтăртан таврăнсан та манпа çыхăну тытма васкамарĕ. Социаллă сеть урлă ăна унран ача кĕтнине систертĕм. Анчах вăл куншăн савăнма мар, тарăхса кайрĕ. Хырăм пăрахма ыйтрĕ. «Унсăрăн санпа тек тĕл пулмастăп», — терĕ. Манăн вара ăна çухатас килмерĕ. Пĕр ир пĕтĕм вăя пухса больницăна утрăм... Вăхăт малаллах чупрĕ. Анчах савни ман пата килмерĕ... Уйăх иртрĕ... Шăнкăравласан телефона тытмасть... Пурнăç кичемленсе, тĕксĕмленсех пычĕ маншăн... Тĕлĕкре те Юрăпах аташаттăм. Хирĕç пулакан кашни арçынрах Юрăн сăнарне шыраттăм. Ун пекки урăх çуках тесе шухăшлаттăм. Манпа çÿрес текенсем тата та пурччĕ. Анчах чĕре хама савакансене йышăнмасть вĕт-ха... Пĕреххут ача çуратмалла пулнă тесе шухăшлатăп халĕ. Хуравсăр юрату чире ячĕ. Мĕнпе вĕçленетчĕ-ши ку? Телей шăл çĕмĕрсе кĕрет теççĕ те тĕрĕсех иккен. Сергейпа паллашма тÿр килчĕ. Пирĕн туслăх майĕпен юратăва çаврăнчĕ. Çĕр çинче Юрăна çитекен арçын çук пулĕ тенĕччĕ те маларах, йăнăшнă эпĕ, пур иккен. Халĕ сăнатăп та, Сергей ырăрах та, çепĕçрех те пек туйăнать. Манăн Сергее Юрăпа танлаштарас килмест. Çавăнпа çак кунсенчен Юрăпа ăсра сывпуллашрăм, чун-чĕремрен те кăларса пăрахрăм... Социаллă сетьре те текех юлташсен йышăнче мар вăл...

Светлана К.

Канаш хули.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.