- Чăвашла верси
- Русская версия
Савни чике тăршшĕ лартса хăварчĕ
"Çамрăксен хаçатне" анне çырăнса илет те - ăна юратсах вулатăп. Ялта пурăнатăп, колхозра выльăх пăхаканра ĕçлетĕп. Хаçата пăхатăп та: арçынсем те хутран-ситрен çыру çыраççĕ. Хальхинче хам та чăтаймарăм. Паян юлташпа пĕр-ик черкке ÿпĕнтертĕмĕр те - хĕрсех кайрăм. Иртни куç умне тухсан çилĕ хăпарса килчĕ. Урса кайнипе стенана пĕтĕм вăйран тапрăм. Пулăшмарĕ. Ура çеç чăтма çук ыратма тытăнчĕ. Тен, çырура сирĕнпе чуна уçни кăштах лăплантарĕ?
Шкулта йĕркеллех вĕрентĕм, чăваш чĕлхине кăмăлланăран И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетне вĕренме кĕресшĕнччĕ. Анчах шкулти сывпуллашу каçĕ хыççăн салтак повестки килчĕ те - каясах терĕм. Анне ярасшăн марччĕ, малтан вĕрентсе кăларасшăнччĕ. Аттен çирĕп сăмахне итленĕ пулсан, тен, шухăша улăштарăттăм. Анчах вăл эпĕ 9-мĕш класра чухне чирлесе вилчĕ. Аннепе иксĕмĕр тăрса юлтăмăр. Атте çурт хăпартма ĕмĕтленетчĕ. Укçа та пухма тытăннăччĕ ĕнтĕ. Анчах вăл ĕмĕтне пурнăçлаймасăрах леш тĕнчене куçрĕ. Атте вилнĕ хыççăн аннен алли усăнчĕ. Çĕнĕ çурт пирки калаçма та пăрахрĕ. Аттен ĕмĕтне чăна çавăрма тĕллев лартрăм. Кун пирки аннене те систертĕм. Иккĕшĕ малтан укçине самаях пухнăччĕ. Тĕкĕнмерĕмĕр - перекет кĕнеки çинчех вырттăр, никам та йăтса каяс çук терĕмĕр.
Комментари хушас