Савăт-сапа çумалли паста
Эпĕ савăт-сапа çумалли япала туянма лавккана утмастăп халĕ. Туяннă сĕлкĕшре темĕн чухлĕ хими элеменчĕ, укçа-тенкĕ те сахал мар тăкакланать. Килтех хатĕрлеме пулать савăт-сапа çумалли пастăна. Ăна тума темле хаклă япаласем те кирлĕ мар. Килте пур япаласенчен хатĕрлемелли паста рецепчĕпе паллашма сĕнетĕп.
Кирлĕ пулать: 500 мл шыв, 1,5 кашăк апат соди, 25 г хуçалăх супăнĕ, 2 апат кашăкĕ авăртнă горчица, аммиак. Пастăна 15 минутра хатĕрлеме пулать, 2-3 сехет вăл «пиçсе» çитессе кĕтмелле. Хатĕрлес йĕркепе паллашăпăр. Малтан хуçалăх супăньне вĕтĕ теркăпа хыратпăр. Унтан вĕтетнĕ супăне 500 мл вĕри шыва ярса ирĕлсе пĕтиччен пăтрататпăр. Супăнь ирĕлчĕкне кăштах сивĕниччен кĕтетпĕр те сода, горчица порошокĕ хушса пăтрататпăр. Юлашкинчен аммиак яратпăр та лайăх пăтрататпăр, пăрса хупăнакан хупăлчаллă кĕленче савăта тултаратпăр. Икĕ сехетрен хатĕр пастăпа савăт-сапа çуса пăхăр. Унпа кухньăри плитана та, кĕске хумлă кăмакана та /микроволновка/ тасатма меллĕ. Вăйлă вараланнă çуллă плитана малтан шывпа йĕпетмелле, унтан хатĕрленĕ паста сĕрсе 3-4 минута хăвармалла. Губкăпа е пусма таткипе тасатмалла. Плита лайăх тасалать, йăлтăртатакан пулать. Лавккаран туяннă гель-хатĕрсенчен ирттерет те!
Хамăр алăпа хатĕрленĕ паста сывлăхшăн та сиенлĕ мар, унпа ĕçлеме те кăмăллă.
Татьяна ПЛАТОНОВА.
Комментари хушас