Сăвăс

Сăвăс - эрешмен евĕрлĕ пĕчĕк çеç кăпшанкă. Юн ĕмекенсен ушкăнĕнчен. Ытларах вăрмантан çыпăçса килеççĕ çын çумне. Ÿте кĕрсе ларсан - кăларма йывăр. Çавăнпа та аслисем ачасене йывăçсенчен пăрăнса иртме, вăрмантан тухсан та, киле çитсен те, пÿрте-çурта кĕриччен, кĕпе-тумтире хывса силлеме, пĕр-пĕрин кĕлеткине лайăх тĕрĕслеме вĕрентеççĕ. Малтанах сисместпĕр те сăвăс ÿте кĕрсе ларнине. Каярахпа кĕçĕттерсе ыратма пуçлать, унтан ÿт шыçса хĕрелсе каять. Хăш чухне çынна вĕлерме те пултарать.

Пĕррехинче юлташăмăн купарчинче пĕр сăвăс «ырлăх» тупнă. Малтан Лена ăна пÿрлешке тесе шухăшланă. Тепĕр икĕ-виçĕ кунран кăна çак вырăн çăпан пек мăкăрăлма пуçланă та хĕр ача лараймиех пулнă. Ирĕксĕрех ялти фельдшер патне кайма лекнĕ. Чакаласа кăларсан та шыçă иртсе кайман. Температури хăпарса кайнă, ăш-чикĕ пăтраннă. Ăна васкавлă пулăшу машинипе пульницăна илсе кайнă. Шыççа касса уçсан çакă паллă пулнă: сăвăсăн пуçĕ ÿтрех юлнă иккен. Çулталăк иртсен те: «Ыратать тата илемсĕр çĕвĕ юлчĕ», - тетчĕ Лена. Юрать-ха, курăнмалла çĕрте мар.

Эпĕ вара хам çума сăвăса клубра çыпăçтартăм. Маттур, илемлĕ сăн-питлĕ каччă ташлама чĕнчĕ, кайран киле ăсатса ячĕ. Виçĕ çул çÿрерĕм, кансĕрленине туймарăм, хам та сисмерĕм вăл ман чĕрене чакаланса кĕрсе ларнине: унăн арăмĕ пулса тăтăм.

Çак сăвăс манăн укçана юрататчĕ. Хăй те япăх вырăнта ĕçлемест, укçине те манран кая илмест, анчах вĕçĕмсĕр манран укçа ыйтса тăнран ярать. Хуçалăхра мĕн те пулин çĕнетмелле - манран укçа тилмĕрет. Хăйне валли çи-пуç туянмалла - каллех манăн енчĕк пушанать. Кирек ăçта кайсан та - театра е хăнана, е столовăйне кĕрсен:

- Марина, эсĕ тÿле-ха. Эп паян укçа чиксе тухма маннă, - тет.

Çитменнине тата такама та киле çавăтса килме пуçларĕ, шăнкăравлать те:

- Марина, апат-çимĕç хатĕрле-ха. Лавккана кайса кил. Эпĕ хăнасемпе пыратăп.

Кашни кун уяв унăн: е хăнасене илсе пырать, е хăй хăнара савăнать. Манăн вара хама кирлĕ ĕçе тума та вăхăт çук. Чупса пÿрте-çурта тирпейлетĕп, апат-çимĕç хатĕрлетĕп, эрехне кайса туянатăп. Тата хам çиекен апата лартса памалли çук: чи лайăххи, чи тутли, чи хакли кирлĕ. Вĕсем ĕçсе-çисе, юрласа-ташласа савăнаççĕ те тухса каяççĕ. Манăн вара каллех чашăк-тирĕк çумалла, урайне тасатмалла, сĕтел-пукан çи виттисене улăштармалла...

Тепринче тата мотоцикл сăпкинче çамрăк пĕр хĕрарăма лартса килчĕ. «Хăни» темшĕн пÿрте кĕме килĕшмерĕ курăнать, арçын пĕчченех кĕчĕ:

- Марина! - тет. - Чÿречерен пăх-ха, кама куратăн?

- Санăн мотоцикл сăпкинче ларакан пĕр хĕрарăма.

- Çав хĕрарăм манăн пĕрремĕш юрату пулнă.

- ???

- Эсĕ тем ан шухăшла, вăл тахçанах качча кайнă, ачисем те пĕрре анчах мар. Халĕ Хусанта пурăнать. Яла курма килнĕ те - ăнсăртран тĕл пултăмăр. Вăйпах ларса килчĕ. Арăмна кăтарт-ха тет.

- Эппин ма пÿрте кĕмерĕ мана курасах килет пулсан?

- Хăратăп тет.

- Халь манăн мĕн тăвас? Хамăн тухса кăтартас-и?

- Çук, - тет. - Эсĕ мана укçа парса яр-ха. Эпĕ ăна кăштах хăналатăп тĕл пулнă ятпа, атту лайăх мар.

- Мĕн чухлĕ кирлĕ вара сире тĕл пулнине паллă тума?

- Ну, пĕр çур литр эрех тата çырткаламалли илмелле пулать ĕнтĕ.

- Эрехне темлине ĕçет ĕнтĕ вăл?

- Тиркемест, кирек мĕнлине те ярăнтарать.

- Эсĕ тата мĕнле пĕлетĕн тиркеменнине, пĕрре анчах мар пĕрле ĕçнĕ-и-мĕн?

- А-а, пĕрле ÿснĕ вĕт. Çамрăк чухнех сăмакун тиркеместчĕ улахсенче.

Юриех çакна укçа кăларса тыттартăм. Илчĕ вĕт, намăссăр. Пĕчĕк ача пек савăнса кайрĕ.

- Хырăмусем выçсан апат çиме килĕр, апат хатĕр пулĕ. Кĕтетĕп вара! - тетĕп.

Килчĕ. Пĕчченех. Питĕ савăнăçлă, вĕçсе кайманни кăна.

- Санăн арăму ытла та лайăх çын. Эсĕ унтан нихăçан та ан уйрăл, ун пеккине урăх тупаймастăн терĕ мана Лариса.

- Чăнах-и? - тетĕп.

- Чăнах, чăнах! Пĕр суймасăр калатăп.

- ! Манăн юна хăв ĕçсе пурăнни çитмерĕ, тата еркĕнÿсемпе мĕн пур алкаша ĕмтерме киле илсе килме пуçларăн. Тасал куç умĕнчен!

Аран уйрăлса пĕтрĕм усал çав «чĕр чунран».

Роза КĔРХИ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.