Сăвăра йытă та тытать

1 Утă, 2014

Федерацин çут çанталăка уйрăмах сыхлакан «Сăрçи» учрежденийĕн директорĕн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен çумĕ, биологи наукисен кандидачĕ Александр Димитриев çу уйăхĕнче заповедникăн Патăрьел районĕнчи сăвăрсем пурăнакан 24 гектар лаптăкра пулса вĕсем еплерех хĕл каçнине тĕпченĕ. Хăйĕн пĕтĕмлетĕвĕпе çав чĕр чунсен пурнăçĕпе кăсăкланакансене паллаштарма кăмăл турĕ.

- Унта Туçа шкулĕн вĕренекенĕсем тата географипе экономика учителĕ Леонид Карягин та пулчĕç, - терĕ Александр Вениаминович. - Сăвăрсем ĕрчекен вырăн Тутар Тимешĕпе юнашар, ялран тухсанах пуçланать. Вĕсене учрежденин çав лаптăкри инспекторĕ М.М.Рахматуллин сыхлать. Ял çыннисене саккун хÿтĕлекен чĕр чун пурăнакан çĕре техника хатĕрĕпе, çуран кĕрсе çÿреме юраманнине ăнлантарать.

 Тĕплĕнрех ыранхи «Хыпар» хаçатра.

Рубрика: 
Теги: 

Новости по теме