- Чăвашла верси
- Русская версия
Сăваплă вырăнта çÿп-çап хăварар мар
Çимĕк çитрĕ. Вилнисене асăнса çăва çине каятпăр. Унччен вара мунча хутса кĕретпĕр, çичĕ тĕрлĕ курăк шывĕпе чÿхенетпĕр, милĕкпе çапăнатпăр... Çимĕк йăли-йĕрки кашни çĕрте тĕрлĕрен: пĕр çĕрте шăматкун масар çине каяççĕ, тепĕр çĕрте - вырсарникун... Анчах çăва таса вырăн пулмалла тенипе пурте килĕшеççĕ. Иртнĕ тунтикун Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи темиçе масар çинче пулма тÿр килнĕ май шăпах тирпейлĕхпе тасалăха мĕнле тытса тăни çинчен пулĕ те паянхи калаçу.
Купасем çĕнĕрен ÿсеççĕ
Тăвансемпе çывăх çынсен вилтăприсене пăхса тăрасси - чĕррисен тивĕçĕ. Çимĕк умĕн вĕсене йĕркене кĕртме тăрăшатпăр-ха. Анчах çÿп-çапа çăва таврашнех пăрахса хăваратпăр. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Кукашни ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Галина Григорьева та çакнах çирĕплетет. «Çак кунсенче кăна субботник ирттертĕмĕр. 15 çын хутшăнчĕ унта. Пĕлтĕр кĕркунне пăрлă çумăрпа хуçăлнă йывăçсене касрăмăр, çунтартăмăр. Мăнкун умĕн питĕ хăрушăччĕ, таса марччĕ. Халĕ йĕркене кĕчĕ темелле. Вилтăприсене тасатакансем килсех тăраççĕ. Çавăнпа çÿп-çап куписем çĕнĕрен ÿссе лараççĕ. Çулсеренех икĕ-виçĕ, Çимĕк хыççăн тепĕр машина çÿп-çап тиесе тухатпăр», - ăнлантарчĕ Галина Михайловна.
Кукашни çăви çине Пĕчченхыр, Юрьевка, Макаçкасси, Маклашки ялĕсемпе Сĕнтĕрвăрри хулинчен килсе пытараççĕ. Масар пысăклансах пырать, халĕ çĕнĕ вырăна куçнă, территорие карта тытса çавăрнă.
Палăксене те пăрахаççĕ
Кивĕ палăка çĕннипе улăштаракансем те пур. Анчах пăрахăçланине те çÿп-çаппа пĕрле тухса ывăтаççĕ. Выртать вара вăл çапла мĕскĕннĕн тавралăха сăнсăрлатса. Çынсем те ăна пырса тĕкĕнме хăраççĕ. «Чикансене парса ярсан кăна ĕнтĕ. Тимĕр-тăмăра ăсатчăр», - терĕ Приволжски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Архипов Чермĕш çăви çинче. Малалла вулас...
Комментари хушас