Савăнтарнă та пире, хурлантарнă та пире...

2 Çурла, 2014
«Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем,
Паян кун та упранаççĕ-ха вĕсем.
Çулăм витĕр тухнисем, куççульпе йĕпеннисем,
Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем.»

Вĕсемпе, 70 çул каялла çырнăскерсемпе, паллашма сĕре интереслĕ. Ара, çав «виç кĕтеслĕхсенче» - çынсен шăписем, хуйхи-суйхипе хĕпĕртевĕсем, туйăмĕсем сăнланнă. Мĕн çинчен çырнă-ха салтаксем çапăçу хирĕнчен амăшĕсем, арăмĕсем тата савнийĕсем патне?

Шел, çакнашкал çырусем паян сахал упранса юлнă. Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçра пурăнакан 86 çулти Петр Васильевич Васильев вара, телее, çав çырусене тĕплĕ упранă. Ятарлă папкăнах çĕленĕ. «3-мĕш номерлĕ ĕç» тесе çырса хунă. Тĕрĕссипе, кун пекки тата икĕ папка та пулнă-мĕн. Вĕсене шкул музейне панă иккен. Çырăвĕсене Энĕшпуç каччи Василий Иванов Петр Васильевичăн аппăшĕ Нина патне çырнă. Вĕсен хушшинче чăвашла шăрçаланисем те, вырăсла çырнисем те пур. Пурĕ - 32 виç кĕтеслĕ çыру. Кусем - 1944-1945 çулсенче чăваш ялне ăсатнисем. Малтанхи папкăсенче, тен, ытларах та пулнă? Василий Иванович фронтра савнийĕшĕн питĕ тунсăхлани палăрать. Хушăран кашни виçĕ кунра пĕрре çыру шăрçаланă. Çав вăхăтрах пĕр кунра харăсах пиллĕк çырни пирки те пĕлтерет. Чи интересли акă-мĕн, вĕсем кашни литература хайлавĕ тейĕн - кăсăклă вуланаççĕ. Пĕрре тытсан - алăран ярас килмест. Почеркĕ те хитре, йăнăш-тавраш та çук. Çав вăхăтрах кашнин çинчех, «Просмотрено Военной цензурой» штамп пур. Вăрçă вăхăтĕнче «виç кĕтеслĕхсем» «ала» витĕр тухмасăр адресат патне çитмен.

Питĕ туйăмлă çырусем вĕсем. Кашни йĕркинчех каччă хĕре хытă савни палăрать. Чăннипе, юрату çинчен çырма питĕ йывăр. Çапах та салтак хăй вут-çулăм ăшĕнче пулин те савнă Нинукĕ валли çепĕç сăмахсем тупма пултарнă. «Ырă кун юратнă савни», «Хаклă савни», «Дорогая моя любимоя Ниночка», «Дорогая моя», «Здравствуй дорогуша»... тесе пуçланă вăл çырăвĕсене. Вĕçĕнче «Сана юратакан Ваçук», «Санăн Ваçуку» тесе алă пуснă. «...Эпĕ сана Нина чунтан-вартан юратса, темиçе хут ыталаса чуп туса, фронтран питĕ пысăк юратуллă, красноармеецла салампала саламлатăп», «... ыталаса нумай хут чуп тăватăп», «...ыталаса, чуп туса санран уйрăлатăп тепĕр çыруччен. Сывă юлсан çыру çырăп», «... тавах сана ачаш та çепĕç сăмахсемшĕн», «... Эпĕ санпала питĕ кăмăллă. Эпĕ сана юрататăп, пĕтĕм чунтан. Эпĕ шухăшлатăп пирĕн хушăра хытă юрату пулать пулĕ тесе!» тенисем те пур. Çав вăхăтрах, «Куççульпех йĕтĕм»,- тени те пур. Паллах, Нина та фронта çыру хыççăн çыру ăсатнă. Анчах вĕсем салтак патне пĕрер-виçшер уйăхран тин çитнĕ иккен, «Паянхи кун, тĕрĕсрех, 1945 çулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче, эпĕ Нина санăн çырусене илтĕм! Çырусем, тĕрĕссипе, çĕнĕ çырусем мар, раштав, кăрлач тата нарăс уйăхĕсенче çырнă çырусем! Пĕтĕмпе 10 çыру илсе вуларăм! Питĕ пысăк тав сана Нина, мана хисеплесе, мана юратса, ман пата час-часах çырусем çырса тăнăшăн! Çырусене вуласа тухнă хыççăн эпĕ питĕ хĕпĕртерĕм, мана ялти çĕнĕ хыпарсене, санăн пурнăçу пирки пĕлме питĕ кăмăллă пулчĕ». Сăмах май, Василий Нинăна çырăвĕсене упраса пыма ыйтнă. «Эпĕ санăн çырăвусене, шел те, упраймастăп. Хăвах ăнланатăн, кунта вĕсемпе аппаланма вăхăт çук»,- тенĕ вăл. Чăн та, ав, хĕр-упраç кашни çырăвнех упранă...

Мĕнех, вулаканăм, çырусемпе пĕрле, тĕплĕнрех паллашар-ха эппин. Акă вĕсенчен пĕри, 1944 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче Кандалакша хулинче çырни. «...Пурăнатпăр самай çурçĕр енче - Кандалакша хулинче. Вăл хула карттă çинче пур. Тавралăх кунта илемлĕ мар, йĕри-тавра пысăк тусем, пысăк кÿлĕсем анчах тăсăлса выртаççĕ. Çанталăк питĕ начар тăрать, пĕрре питĕ сивĕ, тепре çуркуннехи пек шывлă. Пĕр кунта çанталăк икĕ-виçĕ тĕрлĕ пулать, çавăнпала пире те икĕ-виçĕ тĕрлĕ тумтир улăштарма лекет. Пĕрре атăпа шинель, тепре кăçатăпа кĕске кĕрĕк тăхăнатпăр. Пĕр сăмахпа, кунти çанталăка хăнăхма сĕре йывăр! Кĕçех талăкĕпех тĕттĕм тăма пуçлать. Хальхи вăхăтра кун çути 2 сехет анчах куратпăр. Çапла çав - питĕ начар халĕччен курман çанталăкпа пурăнма. Вăрмансем пачах çук кунта, вутă вырăнне торф, çĕр кăмрăкĕ кăна хутса пурăнатпăр. Тăтăш упасене курма пулать. Енчен те эсĕ мана юратсах пурăнатăн пулсассăн, ан хĕрхен пĕр фотокарточкуна. Манра санăн фотокарточку пĕрре те çук. Будь добра, ярса пар! Ку хулара сăн ÿкерекен салон çук, çавăнпа та хальхи вăхăтра эпĕ сан патна фотокарточка ярса пама пултараймастăп. Ан çилен! Хăвăн патунта пуррине вара упра. Ахăртнех, вăл фотокарточка сана ĕмĕрлĕхех пулма пултарать асăнмалăх! Эсĕ, ахăртнех, чухларăн пулĕ эпĕ мĕн çырасшăн пулнине... Вăрçă хальлĕхе чарăнман-ха, тăшмана çапса аркатман... Апла тăк - пирĕн питĕ хытă çапăçма лекет. Пĕлместпĕр, сывă юлăпăр-и, е çук-и. Кĕçех кунтан нимĕçсемпе çапăçма Берлин хулине каятпăр. Çĕнтерÿ ялавĕ çакăпăр! Вăт çапла хаклă савни Нина, пирĕн малаллахи пурнăç. Эсĕ ытлашши ан хуйхăр, ан макăр - май килнĕ таран хаваслăрах пурăнма тăрăш. Каччăсемпе ытлашши ан çÿре, атту пăсăлма пултаратăн. Тĕнчере манран лайăх, илемлĕ, чипер каччă нумай пулĕ, анчах илеме тата чипере пăхса гулять ан ту! Мана кĕтсе пурăнма тăрăш. Енчен те эпĕ сывă юлтăм тăк сан патна таврăнатăпах. Эсĕ вара манăн пулатăн! Çын сăмахне пурне те тăнлама кирлĕ мар, мĕншĕн тесен çын сăмахĕ шыва яма пултарать. Манăн сăмахсене тăнлама тăрăш. Çĕнĕ çул уявĕсене мĕнле ирттертĕр? Улахсенче ĕçкĕсем пулчĕç-и? Ачасем çветкăсем пулчĕç-и? Хĕре ăсатакан каччăсем пур-и? Çырса пĕлтер çавсене. Мана кăçал улахсене курма пÿрмерĕ, маншăн шăллăм Петĕр çÿретĕр савăнса. Нумай çыртăм, каçар. Эпĕ мар, манăн юрату çакăн пек çыртарать».

Е тата, «Сан патна пĕр вăхăт çыру çыраймарăм. Эсĕ, ахăртнех, эпĕ кунта майрасемпе гулять туса сан патна çырусем çырмасăр пурăнатăп тесе шухăшлатăн пулĕ-ха. Апла шухăшлама кирлĕ мар, çиленсе ан пурăн, Нина! Эсĕ лайăх пĕлетĕн, эпĕ çар çынни, кун йĕркинче çыру çырма вăхăт уйăрмаççĕ». «... Кашни кунах финсемпе çапăçатпăр, пурăнма питĕ хăрушă Нина! Минут, сехет хушшинче вилĕм тупма пулать! Кашни кунах бомбежкăпа снарядсен айĕнче! Шăхăраççĕ, çурăлаççĕ снарядсем, бомбăсем! Çанталăк ăшă енне кайрĕ, тăшман лĕпĕш пекех сывалма пуçларĕ. ...Тăрăш мана чипер кĕтсе илме, вăрçă чарăнсан пĕрле пулăпăр!»- шанăçа çухатмасть Энĕшпуç каччи. 1945 çулхи нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнчи çырупа паллашар-ха тата, «Паян эпир Венгри патшалăхĕнчи Сегед хулине çитрĕмĕр. Пысăк хула, культурăллă, анчах питĕ нумай ватса пĕтернĕ. Хула илемĕ сахал юлнă. Эпир кунта 4 патшалăх урлă каçса килтĕмĕр. Румынире, Югославире, Чехословакире, Венгрире пултăмăр. Халĕччен курманнине нумай куртăмăр. Карпат тăвĕсем питĕ çÿллĕ. Пуçран калпак хывăнса ÿкет. 10 çухрăм çĕр айĕнчен кайрăмăр. Румынире таварсем пурте питĕ йÿнĕ, тем те пур. Хуторсемпе пурăнаççĕ. Çимелли пурте пур кунти патшалăхсенче, шурă кулач, канфет, пĕремĕк, пан улми тата ытти улма-çырла. Булка 8 тенкĕ, çăмарта пĕр штукĕ 50 пус, пĕр килограмм канфет, пĕремĕк 5 -шер тенкĕ».

Венгрирен, пуш уйăхĕн 12-мĕ­шĕнче янине, уçкаласа вулар-ха, «Пĕр ялта тăратпăр. Кунта халĕ никам та пурăнмасть, мĕншĕн тесен хĕрÿ çапăçусем пыраççĕ, сывлăшра та, çĕр çинче те! Халăх кам ăçта пултарать - тарса пĕтнĕ. Мĕн кăна çук-ши кунта, пĕтĕмпех пăрахса хăварнă. Тĕрлĕ йышши хĕрлĕ эрехсем те, чаплă япаласем те пур. Анчах пире, çар çыннисене, вĕсемпе усă курма ирĕк памаççĕ. Будапешт хулинче 5 кун пултăмăр. Нимĕн те юлман, пĕтĕмпех ватса, çунтарса пĕтернĕ. Анчах халăх кунта аван пурăнать». Е тата, «Питĕ хаяр çапăçусем иртеççĕ. Кĕçех Германи территорийĕнче çапăçма пуçлатпăр. Вăрçăра пултарулăхпа паттăрлăх кăтартатпăр. Нумаях пулмасть мана Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илме тăратрĕç. Вăт çапла манăн çитĕнÿсем. Паян, 1945 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче, эпир союзниксемпе, американсемпе, тĕл пултăмăр, кĕçех Çĕнтерÿ ялавне çакатпăр», - çырнă Василий Иванов юлашки çырăвĕнче.

Ахăртнех, вулаканăн юлашки пăнчă лартиччен савнисен малаллахи шăпи пирки пĕлес килет. Шел те, вăрçă терчĕпе нушине тÿссе ирттернĕ, юратакан икĕ чĕрене пĕрле пулма пÿрмен çав. Савнă каччи фронтран çыру сĕре нумай çырнă пулин те, темшĕн-çке Нина Васильева урăххине качча тухнă. Сутуçăра, бухгалтерта ĕçленĕ. Шăпи телейсĕр килнĕ, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă-мĕн. Тен, Василий Иванов шăпах унăн турă пÿрни пулнă? Сăмах май, çÿлерех асăннă папкăра эпĕ ют алăпа çырнă икĕ çырупа та паллашрăм. Вĕсене Нина патне Ленинград хулинчен Илюша Никифоров краснофлотец янă. Тен, чиперук ăна качча тухнă? Тĕрĕссипе, Никифоров çырăвне юлташла кăна чĕркеленĕ /почеркĕ хитрех мар пулнăран çапла калатăп/ пек туйăнчĕ. Нинăна вăл «эсĕ» мар, «Сире» тесе çырать. Ăçтан пĕлсе пĕтерĕн çамрăксенне - туслăх юратăва самантрах куçма пултарать те... Петр Васильев пĕлтернĕ тăрăх - Василий Иванов ĕмĕрне Житомирта пурăнса ирттернĕ. Икĕ çул каялла çĕре кĕнĕ-мĕн. Ăраскалĕ телейлĕ килнĕ-и, çук-и - мучи уçăмлăн нимех те калаймарĕ. Апла-и, капла-и - Нинăна вăл ĕмĕрĕпех юратса пурăннăн туйăнать.

Роза ВЛАСОВА

 

Редакцирен. Хисеплĕ вулакансем, эсир туйрăр-асăрхарăр ĕнтĕ - статьяна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă салтак çырăвĕсемпе усă курса хатĕрленĕ. Çитес тунти кунран «Хыпар» хаçатра «Фронтран килнĕ çырусем» ярăм уçатпăр. Унта вăрçă хирĕнчен янă салтаксен çырăвĕсене пичетлеме тытăнатпăр. Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнине халалланă ярăм интереслĕ те тулли пуласси сирĕнтен, хисеплĕ çыннăмăрсем, питех те нумай килет. «Виç кĕтеслĕ» çырăвăрсем çухаласран шикленетĕр тĕк - унта çырнисене пичетлесе е алăпа çырса редакцие çырупа ярса парăр. Салтакăн сăн ÿкерчĕкĕ пулсан - пушшех лайăх. Ăна, хаçатра пичетленĕ хыççăн, çырупа хăвăрах ярса паратпăр.

Асăннă ярăм - пире ирĕклĕ те çутă пурнăç парнеленĕ çыннăмăрсене асăмăрсенче тытнине çирĕплетекен тепĕр акци пултăр.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.