Савăнтар пире, Пекин!

21 Çурла, 2015

Китай Республикин тĕп хулинче ыран - шăматкун - çăмăл атлетсен икĕ çулта пĕрре иртекен тĕнче чемпионачĕ пуçланать. Пĕрремĕшĕ 1983 çулта Хельсинкире пулнăччĕ. Унтанпа чемпионата черетпе Рим, Токио, Штутгарт, Гетеборг, Афины, Севилья, Эдмонтон, Париж, Хельсинки, Осака, Берлин, Тэгу тата Мускав хулисем йышăннă.

Яваплă турнирсене СССР тата Раççей атлечĕсем япăх мар кăтартусемпе вĕçленĕ: командăсем хушшинче пилĕк хутчен иккĕмĕш, 2001 тата 2013 çулсенче чемпионатра, пĕрремĕш вырăна тухнă. Çĕршывăн пĕрлештернĕ командине çитĕнÿсем тума чăваш спортсменĕсем те пулăшнă. Тĕрлĕ çулсенче Алина Иванова, Олимпиада Иванова тата Елена Николаева хăвăрт утассипе, Ольга Егорова 5000 метра чупассипе - ылтăна, Татьяна Архипова-Петрова 3000 метра чăрмавсене парăнтарса чупса кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ, Светлана Захарова марафонта бронза çĕнсе илнĕ. Çак пултаруллă ентешĕмĕрсемпе вĕсен тренерĕсем тăван республикăна, чăваш спортне пĕтĕм тĕнче умĕнче пысăк чыспа мухтав кÿчĕç. Хисеплĕ списокра ытти ăста спортсменсен ячĕсем те пур. Вĕсем çăмăл атлетикăра кăна мар, ытти хăшпĕр спортра Европа тата тĕнче шайне те çĕкленме вăй-хал çитерчĕç.

Пекинра çăмăл мар экзамена тытма Раççей командине 71 спортсмена кĕртнĕ. Наградăсемшĕн кĕрешме Сергей Шубенков барьерист, çÿллĕшне сикекен Анна Чичеровăпа Мария Кучина, тăршшĕне сикекен Александр Меньковпа Дарья Клишина хатĕр. Шупашкарта иртнĕ Раççей чемпионатĕнче çĕнтернĕ Анжела Сидоровăпа Вера Ребрикран та ăнăçу кĕтетпĕр. Чемпионкăсенчен пĕри - Мускавран, тепри - Крымран. Вĕсем Чăваш Республикин чысне те хÿтĕлеççĕ. Раççей командишĕн Пекинра çавăн пекех Алина Прокопьева марафонкăпа Александр Яргунькин хăвăрт утакан ăмăртĕç. Вĕсен те ячĕ-сумĕ çук мар, пысăк ăмăртусенче иккĕшĕ те темиçе хут та палăрма ĕлкĕрнĕ.

Чемпионатри çивĕч кĕрешÿ тăхăр куна пырĕ. Эпир вара Чăваш Енре ытларах финалти çак стартсене кĕтетпĕр: августăн 26-мĕшĕ - хĕрарăмсем шăчăпа сикесси /А.Сидорова/, августăн 29-мĕшĕ - арçынсем 50 километра утасси /А.Яргунькин/, августăн 30-мĕшĕ - хĕрарăмсен марафонĕ /А.Прокопьева/ тата сăнă ывăтасси /В.Ребрик/.

Тĕрлĕ çулсенче чăваш атлечĕсем Китайра иртнĕ ăмăртусенче сахал мар çитĕнÿ тунă. Мĕнпе савăнтарăн хальхинче пире, Пекин?!

Юрий ПЛОТНИКОВ,

çăмăл атлетика ветеранĕ

Рубрика: