«Савăннипе хире тухса макăртăм»

Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси хĕрне фельдшер шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Етĕрне районне янă. 1945 çулхи авăн уйăхĕнче Урпашра ĕçлеме пуçланă вăл. 1947 çулта Тептĕре медпункт уçăлсан 60 çула çитичченех унта тăрăшнă. Пурнăç тымарне те унтах янă.

— Ĕç кĕнекинче те çырса хуни иккĕ çеç. Унта-кунта куçса çÿремен эпĕ, - тет 90 çулти Анна Полтарак уçă кăмăллăн.

Çулсем иртнĕ май шÿтлес, кулас йăлине пăрахăçламан вăл. Авăнсан та — хуçăлман. Чун тасалăхне, уçă кăмăлне çухатман. «Çирĕп хĕр, вăйлă арăм, лайăх анне пулма тăрăшнă яланах», — тет хăй пирки шÿтлесе те чăнласа.

Урпаша ĕçлеме килсен хĕре хваттере вырнаçтарнă. Кузьминсем патĕнче кĕтес тупнă вăл. Тептĕре те хĕре йышăнакансем тупăннă. Çулталăкран Константин Федоровичпа пурăнма тытăннă. Мăшăрĕ вилнĕрен виçĕ ачапа тăлăха юлнă арçынпа вĕсем тата тепĕр ывăла кун çути парнелесе тăватă ачине ура çине тăратнă. 2002 çулта мăшăрĕ çĕре кĕнĕрен Анна Алексеевна пĕчченех пурăнать халĕ.

Ксенофонт Полтарак — Украина арçынни. Одессăра çуралса ÿснĕскер вăрçă хирĕнче амансан госпитале лекнĕ, унта Тептĕ хĕрĕпе Евдокийăпа паллашнă. Чăваш çĕрне пĕрле килнĕ вĕсем. Кунтах тĕпленнĕ.

— «Амăшĕ пĕтрĕ вĕт! Ачамсем мĕнле пурăнĕç-ши!?» — йăваланса макăрать медпункта пынă арçын. Ăна шеллесе 19 тултаричченех хĕр пуçпа ачаллă арçынпа пĕрлешрĕм. Фаина ун чухне çулталăк çурăраччĕ, Саша — пиллĕкре, Георгий – улттăра. Пĕрле пурăнма тытăнсан икĕ çултан Юра çуралчĕ. Текех ача та пулмарĕ, хырăм пăрахса çылăха та кĕмен эпĕ, — каласа кăтартать ĕç ветеранĕ.

Шел, пур ачин тăприне те таптама тивнĕ унăн. Мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем хăнана килсе çÿреççĕ-ха. Кÿршисем те кĕркелесех тăраççĕ, кинемей сывлăхĕпе кăсăкланаççĕ. Ялти Валентина Попова та пулăшать ăна. Килĕнче тасатать-пуçтарать, япала çуса пулăшать, мунча хутса кĕртет...

— Валя пулăшать-ха, анчах ĕçлет те тухса каять. Шăкăл-шăкăл калаçма вăхăт çук унăн. Хăйĕн те çемье, выльăх-чĕрлĕхĕ... Пилĕк кушак-тусăм пур. Пурте хам çума вырнаçаççĕ, хăшĕ — ура вĕçне, хăшĕ пуç çинех хăпарса выртать. Сыхлаççĕ-упраççĕ, сывлăх параççĕ вĕсем мана, — тет чĕрчунсене чунран юратнине систерсе 90 çулти кинемей.

Тăхăр пĕртăванран та Анна аппа халĕ пурăнаканни хăй çеç.

— Атте конюхра ĕçлетчĕ те çăкăр-тăвартан катăк пулман эпир. Çавăнпах ачалăха выçăллă-тутăллă, нушаллă иртрĕ тесе ÿпкелейместĕп. Тырă çителĕклех илеттĕмĕр. Аттепе анне пире пурне те вĕрентсе кăларнă, пĕлÿ пама тăрăшнă. 7 класс хыççăн эпĕ те Çĕрпĕве кайрăм. Лайăх ĕлкĕрсе пыраттăм та — мухтатчĕç, — савăнăçне те пытармасть Анна Алексеевна. — Пилĕк ял çыннине пăхса пурăннă эпĕ. Темшĕн пурте юрататчĕç, ман пата килме тăрăшатчĕç. Кунне сахалтан та 17-18 çын пыратчĕ.

Вăл ĕçлеме пăрахсан темиçе çултан ялти медпункт та хупăннă. Çын шучĕ çитми пулнă.

Анна Полтарак шÿтлес-кулас енĕпе тепĕр çамрăкран та ирттерет. Çак йăл кулă хыçĕнче мĕн чухлĕ куççулĕ пулнине кашниех ăнкараймĕ те. Хуйхи-суйхи сахал пулнă-и? Ара, хĕрарăм чылай çул каялла суккăрланса та ларнă-çке. Больницăра операци тунă, чылай сипленнĕ хыççăн куракан пулнă.

— Каснă кун куçа уçма ирĕк памарĕç. Тепĕр ир куç хупанкине асăрханса хускатса пăхрăм — куратăп! Савăнтăм. Турă Амăшне таса Марийăна кĕлĕ туса тав турăм. Анне мĕн ачаранах унпа калаçма вĕрентнĕ. Халĕ те тытса пыратăп çак йăлана. Больницăран киле таврăнсан та улăха тухрăм. Тăван тавралăха мĕн тери юратса сăнарăм. Çĕр аннеме хам каллех курнишĕн тав тунă май хĕпĕртесе куççулĕпе макăртăм, — каласа кăтартать вăл.

Тухтăрсем вăхăтра пулăшнипе паян та «Чăваш хĕрарăмне» юратса вулать пирĕн тус.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Татьяна НАУМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.