Савăнăçпа хуйхă юнашар
Инкек ытти чухне те пысăк хуйхă кÿрет, уяв кунĕсенче пăтăрмахсем пулни вара пушшех киревсĕр. Ыттисем ним шухăшсăр савăнаççĕ, хăшĕсемшĕн вара — хуйхă... Апла пулмалла мар та çав. Шел, шăпах уяв кунĕсенче инкеклĕ тĕслĕх нумай. Следстви комитечĕн республикăри управленийĕ раштавăн 31-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 8-мĕшĕччен пулнă инкексене тишкерсе пĕтĕмлетнĕ.
Сакăр çын шăнса вилнĕ — пилĕк арçын тата виçĕ хĕрарăм. Пирвайхи тĕслĕх Хĕрлĕ Чутайра кăрлачăн 1-мĕшĕнче пулнă. Хăйĕн килĕнчен пĕр километрта 83 çулти кинемей виллине тупнă. Ирхине килĕнчен тухнă май вăл хĕрне кăштах уçăлса килем тесе каласа хăварнă-мĕн... Тепĕр кунне ирхине Тăвай районĕнче райцентрта газ валеçекен станци çывăхĕнче 51 çулти арçын виллине тупнă. Хăй çак урамрах пурăннă — килне çитеймен.
Кăрлачăн 4-мĕшĕнче харăсах çакнашкал икĕ инкек пулнă. Етĕрне районĕнчи Мăн Чурашра 83 çулти ватă пурнăçĕ татăлнă. Хĕрарăм вилли хăйĕн хуçалăхĕн хапхи патĕнчех выртнă. Вăл йывăррăн çÿрекеленĕ-мĕн — çавăнпа пÿрте кĕреймен-тĕр. Муркаш районĕнчи Патаккассинче пĕр хĕрарăм сарайĕнче маларах унпа пурăннă 57 çулти арçын виллине тупнă. Вăл унта мĕн тунă — хуçи пĕлмест. Арçын курткин кĕсйинче эрех кĕленчи пулнă. Юлашки хут ăна ялта эрне маларах курнă-мĕн. Хăй ют ялтан, юлашки вăхăтра вара Патаккассинче тĕрлĕ çын патĕнче пурăннă. Хăçан вилнине тĕп-тĕрĕс палăртман-ха. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ялĕнче 61 çулти пенсионер хăйĕн картишĕнчех вилнĕ. Пĕччен пурăнаканскере пăхма кÿршисем кĕнĕ те — вилнĕ, выртать...
Кăрлачăн 8-мĕшĕнче шартлама сивĕ пулчĕ — харăсах виçĕ вилĕм. 10 сехет тĕлнелле Канаш районĕнчи Вырăскас Пикших ялĕнче хăйĕн хуçалăхĕн хапхи патĕнче 56 çулти хĕрарăм виллине тупнă. Кăшт маларах вăл упăшкине ăçта каяссине каламасăрах пÿртрен тухнă. Кăштахран мăшăрĕ унăн виллине тупнă. Улатăр районĕнче Сăр Майданĕн 66 çулти арçынни тата Явлей ялĕнче пурăнакан 63-ри арçын вилнĕ. Пĕри каçхине ÿсĕрле килтен тухса кайнă — таврăнман. Тепри кăшт маларах ял çыннисемпе пĕрле эрех ĕçнĕ, каçхине килне утнă — унта çитеймен.
Тунтикун та инкек пулнă. Вăрнар районĕнчи Элмен Сунар ялĕнче пурăнакан 85-ри хĕрарăм килте çуккине ирхине 4 сехетре вăраннă ывăлĕ асăрханă. Ăна шырама тухнă. Ферма территорийĕнче тупнă. Кая юлнă çав — сывламасть. Хĕрарăм çÿхе тумпа кăна пулнă та — шартлама сивĕрен хăтăлайман.
Пĕтĕмпе вара, СК управленийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, сивĕсем пуçланнăранпа Чăваш Енре 23 çын шăнса вилнĕ.
Шел, Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсене пушарсем те тĕксĕмлетрĕç. Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх — асăннă тапхăрта республикăра 35 пушар пулнă. Темиçе тĕслĕхре çынсем вилнĕ.
Раштавăн 31-мĕшĕнче каçхине Вăрнар поселокĕнче йывăç баракăн пĕр хваттерĕнче пушар тухнă. Вут-çулăма сÿнтернĕ хыççăн унта 57 çулти арçын виллине тупнă. Пĕччен пурăннăскерĕн кÿршисем каланă тăрăх — вăл ĕçкĕрен ютшăнман. Пушар та табак туртнă чух асăрханусăр пулнипе сăлтавланнă теççĕ.
Кăрлачăн 2-мĕшĕнче кăнтăрла Канаш районĕнчи Шăхасан арçынни хăйĕн 51-ри ашшĕ пурăнакан кивĕ барак çийĕн тĕтĕм йăсăрланнине асăрханă. Унти ытти çынна куçарнă ĕнтĕ, çавăнпа çурта ăшă пама та пăрахнă, çак арçын вара унтах юлнă. Пÿлĕме ăшăтма электрокăмакапа усă курнă. Тĕтĕм-сĕрĕмпе наркăмăшланнăскере вутран илсе тухнă, анчах вырăна çитнĕ медиксен вăл вилнине çирĕплетмелли кăна юлнă.
Кăрлачăн 3-мĕшĕнче каçхине пулнă инкек адресĕ — Шупашкарăн Атăл леш енчи Çурçĕр поселокĕнчи икĕ хутлă пурăнмалли çурт. Унти пушарта 80 çулти кинемей пурнăçĕ татăлнă. Маларах хĕрарăм хăйĕн пĕлĕшĕпе пĕрле эрех ĕçнĕ-мĕн, энергоресурссемшĕн тÿлеменнине кура электричество пама пăрахнă май хваттерте çуртапа усă курнă. Асăрханман...
Вырсарникун ирхине Елчĕк районĕнчи Вăрăмхăва ялĕнче «хĕрлĕ автан» инкек кÿнĕ. Уйрăм çын çуртĕнче тухнă пушара сÿнтернĕ хыççăн пÿртре 59 çулти кил хуçи хĕрарăмĕн виллине тупнă. Ку тĕслĕхре те следствин вăл ÿсĕр пулман-ши текен иккĕленÿ пур.
К.АНТОНОВ
Комментари хушас