Савăнăçлăн «Ура!» кăшкăрасси ăçтан пуçланнă?

Мĕн авалтанах вырăс çарĕ-сем тăшмана тапăннă чухне «Ура!» кăшкăрса хăратнă. Паян çак сăмах кашни чĕлхерех пур. Вăл хăех çĕнтерме чĕнет тейĕн. «Ура!» тенине илтсенех тăшман шикленсе ÿкнĕ. Анчах çак сăмах ăçтан пуçланса кайнă-ши? Унăн çăл куçне темиçе те тупма пулать. Хăшне-пĕрне пăхса тухар-ха.

Пĕрремĕш шухăш. «Ура!» сăмах вырăс чĕлхине тĕрĕк чĕлхинчен кĕнĕ. Эппин, вăл «чĕрĕ», «йăрă» пĕлтерĕшлĕ «юр» сăмахран пулса кайнă. Хальхи болгар чĕлхинчи «юра» сăмах та тĕрĕксенчен килнĕ, вăл «тапăнатăп» тени пулать.

Иккĕмĕш шухăш. «Ура!» – тĕрĕк чĕлхинченех. Анчах та ку хутĕнче вăл «хĕне» пĕлтерĕшлĕ «урман» сăмахран пулни çинчен калаççĕ. Азербайджансен «вур» тени те çакнах палăртать.

Виççĕмĕш шухăш. Болгар чĕлхи патне таврăнар. Унта «Ургэ» сăмах тĕл пулать. Вăл «çÿлелле» тесе куçать. «Ура!» тени малтан, тен, ту çине хăпарнине пĕлтернĕ.

Тăваттăмĕш шухăш. Çапăçу вăхăтĕнче çапла кăшкăрма вырăссене тутар-монголсем вĕрентнĕ пулинех. Тапăнса пынă чухне вĕсем «Уракша!» е «Урагша!» тесе кăшкăрнă. Ку та «малалла» тенинех пĕлтерет.

Пиллĕкмĕш шухăш. «Ура!» сăмах славян йăхĕсемпе çыхăннă. Тен, вăл çапнине пĕлтерекен «ураз» сăмахран пулса кайнă?

Улттăмĕш шухăш. Литва чĕл-хинчи тапăнма чĕнекен «вирай» сăмахран пуçланнă.

Çапах та сăмах мĕнле пулса кайни тĕп вырăнта мар. Вăл мĕнле шухăша палăртни чылай пĕлтерĕш- лĕрех. Çак виçĕ сас паллиллĕ сăмах çеç çапăçура вăй-хал кÿме пултарать тăк, эппин, унра темĕнле хăват пурах.

Лариса ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.