Савăнăç парнелекен фольклор уявĕсем

Шупашкарти 188-мĕш ача сачĕ 57-мĕш çул ĕнтĕ хаваслă ача-пăча сассипе янăрать. Кунта çÿрекенсене питĕ юратать вăл, хÿтĕлет тата ачашласа ÿстерет! Кунта шăпăрлансем воспитани илеççĕ çеç мар, сывлăхне те çирĕплетеççĕ.

Кашни кунах ачасене ăста педагогсем тата тимлĕ ĕçченсем кĕтсе илеççĕ: И. В. Инжеваткина заведующи, Г. Ю. Чибисова аслă воспитатель, О. В. Орлова психолог-педагог, М. Г. Анисимова музыка ертÿçи, Г. Ш. Ефимова, Г. Н. Алексеева, Л. А. Игонина, Т.А.Симакова, П. Н. Спиридонова, И. И. Фомина, Т. М. Минина тата ытти воспитательсем.

Кунта çÿрекен арçын ачасемпе хĕр ачасем тăван халăх историйĕпе культурине юратма вĕренеççĕ. Çакна тăтăшах пысăк та кăсăклă мероприятисем ирттерни те çирĕплетет. Тĕслĕхрен, Чăваш чĕлхи кунĕнче пĕчĕк талантсем тăван чĕлхепе юрă-сăвă янăраттарчĕç.

Шупашкар кунĕ умĕн кунта "Чăваш Ен – тăван тавралăхăм" ятпа фольклор юррисен уявĕ иртрĕ. Чăваш халăх ташшине тата вăййине ачасем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ те, аслашшĕ-асламăшĕ те хутшăнчĕç.

Шкул çулне çитмен ачасемшĕн фольклор уявĕсем пурнăçри чи çутă пулăмпа танлашрĕç.

Владимир ВАСИЛЬЕВ.

Владимир ВАСИЛЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.