Сăвăçа халалласа

Куславкка районĕнчи Кивĕ Тĕрлемесре Гаврил Кореньков сăвăçа яланах асра тытаççĕ, çулсерен ялта тата районта тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ.

Çак кунсенче Гаврил Алексеевич çуралнăранпа 130 çул çитрĕ, ăна халалласа ял библиотекинче курав уçăлнă. Çыравçăн кĕнекисем, тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленнĕ хайлавĕсем, ал çырăвĕсем, сăн ÿкерчĕкĕсем, ĕç хучĕсем тата ытти япала унăн кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлне туллин уçса параççĕ. Шкул ачисем сăвăçăн тăван килне те час-час экскурсие çÿреççĕ. Унта вĕсене поэт йăмăкĕн хĕрĕ Н.Банникова хаваспа кĕтсе илет, вĕренекенсене поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен каласа парать.

Гаврил Кореньков, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнăскер, ĕмĕрĕпех ялти шкулта вăй хунă. «РСФСР тата ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ» ятсене тивĕçнĕ. Вăл - 200 ытла сăвă авторĕ, Пушкинăн, Лермонтовăн, Крыловăн хайлавĕсене чăвашла куçарнă. Геннадий Юмарт тăрăшнипе 2010 çулта унăн «Суйласа илнисем» кун çути курнă, Л.Серебряков «Наш край тюрлеминский» кĕнекине хăйĕн паллă ентешне халланă.

А.АНДРИЯНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.