Сасăлав татса парĕ

3 Ака, 2020

Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăçалхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче вуланă Çырăвĕнче çĕршыв Конституцине улшăнусем кĕртмеллине каланăччĕ. Тÿрлетÿсем пирки хальлĕхе пăнчă лартман. Пĕтĕм Раççейри халăх шухăшне тĕпчекен центр ыйтăм ирттернĕ.

Специалистсем çĕршывра пурăнакансенчен Тĕп Саккунăн чи пĕлтерĕшлĕ улăшăнăвĕсем пирки ыйтнă. Ыйтăма хутшăннисен 95% медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тата унăн пахалăхĕпе çыхăннă тÿрлетÿсене асăннă. 92% - пенсие индексацилессишĕн.

Асăнса хăвармалла: пенсие çулталăкра пĕр хутран кая мар обязательнăй майпа индексацилемелле. Çавăн пекех ыйтăма хутшăннисем социаллă пулăшусемпе, Раççей çут çанталăкне сыхласа хăварассипе çыхăннă тÿрлетÿсене палăртнă.

ШУХĂШСЕМ

Эвелина ВАСИЛЬЕВА, Шупашкар хулин 1-мĕш больницин терапевчĕ:

- Раççей Конституцине медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе тата унăн пахалăхĕпе çыхăннă тÿрлетÿсем кĕртни - пĕлтерĕшлĕ самант. Сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн майсем тумалла. Çапла майпа çыннăн пурнăç тăршшĕне вăрăмлатма пулĕ. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси - модăра. Ăна халăх хушшинче тата анлăрах сармалла. Медицина пулшăвĕпе тивĕçтересси укçа-тенкĕпе кăна мар, кадрсен ыйтăвĕпе те çыхăннă. Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ халăх сывлăхне упрассишĕн тăрăшать. Анчах пурте сывă пурнăç йĕркине тытса пыраççĕ-и? Сиенлĕ йăласене пăрахăçламалла.

 

 

 

Марина СМИРНОВА, Пĕтĕм Раççейри «Волонтер медиксем» общество юхăмĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи:

- Медицина пулăшăвĕпе унăн пахалăхĕ пирки калас пулсан, пациентсене йышăнмалли вăхăта ÿстерсен аванччĕ. Тухтăрăн чирлĕ çынна 14 минут йышăнмалла тесе палăртнă. Çак вăхăта 20 минут таран тăсмаллах. Медицина ĕçченĕ пациента тĕрĕслеме, чир пирки ытларах ыйтса пĕлме те ĕлкĕрĕ. Участокра вăтамран 1500 çын, çавăнпа тухтăрсене йывăр килет. Пÿлĕм умĕнче кĕпĕрленсе тăракансем кăмăлсăрланнине ăнланма пулать. Хăшĕ-пĕри: «Манăн ыйтмалли çеç пур», - тесе кĕрет те çур сехетсĕр те тухмасть.

 

 

 

Александр ГРИГОРЬЕВ: Муркаш районĕн тĕп больницин травмотолог-ортопечĕ:

- Çĕршыв Конституцине тÿрлетÿсем кĕртессине ырлатăп. Вĕсене йышăнсан медицинăра курăмлă улăшăнусем пуласса шанатăп. Район больницисене лайăх оборудовани çитмест, инструментсем те кирлĕ. Çĕнĕ йышши хатĕрсемпе тивĕçтерсен медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ те ÿсĕ.

www.hypar.ru

Ольга КАЛИТОВА.

Комментари хушас