«Сарă ылтăн» кĕрет пÿлмене

Республика уй-хирĕнче /çурла уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне/

Йĕпреç районĕ. Аграрисен пĕр-чĕллĕ тата пăрçа йышши çурхи культурăсене 5707 гектар пуçтарса кĕртмелле. "Искра" колхоз - урпа, "Красный партизан" пăрçа вырса çапаççĕ. "Заря" агрофирма вара сĕлĕ вырать. Çĕр ĕçченĕсем кашни пĕрче упраса тухăçа тăкаксăр пуçтарса илесшĕн.

Красноармейски районĕнче те вырма хĕрсех пырать. Ĕçченсене хавхалантарма кунта çулсерен комбайнерсем хушшинче ăмăрту иртет. Кашни эрнерех чи нумай вырса çапакана палăртаççĕ. "Таябинка" агрофирмăн комбайнерĕ Олег Васильев "Паллессе" КЗС - 1218 комбайнпа эрнере 1276,9 тонна тырă вырнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче Владимир Ивановпа Федор Яковлев. Вĕсене куçса çÿрекен вымпел, диплом, укçан преми парса хавхалантарнă.

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи хуçалăхсем çурла уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне пĕрчĕллĕ культурăсене 1334 гектар вырса тĕшĕленĕ. Пÿлмене 4035 тонна "сарă ылтăн" кĕнĕ. Гектарти вăтам тухăç - 30,3 центнер. Вырмара "Коминтерн", "Нива" хуçалăхсем малта.

Çĕрпÿ районĕнче те вырмапа пĕрлех комбайнерсемпе механизаторсен, водительсен конкурсĕ вăй илнĕ. Ăна юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче пĕрремĕш çĕнтерÿçĕсене палăртнă: "Авангард" пĕрлешĕвĕн "Çĕрпÿ беконĕ" филиалĕн комбайнерĕ Леонид Арсентьев, "ВДС" пĕрлешÿ механизаторĕ Изосим Романов, А. Хрошавин фермер хуçалăхĕн водителĕ Валентин Изендеев. Вĕсене вымпел парса чысланă.

Патăрьел районĕнче çак кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 4760 гектар çинчен вырса çапнă. Пÿлмене 14 пин тонна тырă кĕнĕ. Гектарти вăтам тухăç – 30 центнер. Çак вăхăтрах ĕçченсем улăм пуçтараççĕ, кĕрхисем акма çĕр хатĕрлеççĕ, çĕртме тăваççĕ.

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕ тĕлне республикăри хуçалăхсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 75 948 гектар çинчен вырса çапнă. Елчĕк районĕнче вара 8564 гектар пушаннă ĕнтĕ.

Пÿлмене 203 122 тонна "сарă ылтăн" кĕнĕ, гектарти вăтам тухăç – 26,7 центнер. Çак вăхăт тĕлне уй-хирте 511 комбайн ĕçлет.

Çĕрулмине 20 гектар çинчен кăларнă. Пахчаçимĕç лаптăкĕ 35,4 гектар пушаннă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.