Санкцисем ура хураймĕç
Ноябрĕн 17-18-мĕшĕсенче Мускавра Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн иккĕмĕш форумĕ ĕçлени çинчен «Хыпар» хаçатра пĕлтернĕччĕ. Унта общество активисчĕсем пĕлтĕрхи тата кăçалхи экономикăпа промышленноç аталанăвне, социаллă пурнăçăн тĕрлĕ пулăмне тишкернĕ, Владимир Путин Президентăн май уйăхĕнчи указĕсене пурнăçлама мĕнле сăлтавсем чăрмантарнине сÿтсе явнă, çĕршывăн санкцисен тапхăрĕнчи аталанăвĕн çул-йĕрне палăртнă.
Икĕ куна пынă форумăн ĕçне пин ытла çын - ОНФ ертÿçисем, Президентăн шаннă çыннисем, çĕршыв правительствин членĕсем, «Раççей тĕревĕ» тата «Ĕçлĕ Раççей» эксперчĕсем тата бизнес-пĕрлĕхсен представителĕсем хутшăннă. Чăваш Енри регион уйрăмĕн делегацийĕн йышĕнче - халăх фрончĕн уйрăмĕн çум председателĕ Николай Казаков, регион ĕçтăвкомăн ертÿçи Николай Косыев, Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн шаннă çыннисем - Афганистан вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсен Пĕтĕм Раççейри общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи Николай Матвеев, Чăваш халăх поэчĕ, «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Валерий Туркай тата Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Валентина Теллина.
Форумăн пĕрремĕш кунĕнче общество хастарĕсем 5 дискусси площадкинче кулленхи пурнăçăн пахалăхĕпе, социаллă тĕрĕслĕхĕпе, обществăпа влаç хушшинчи çыхăнупа, ялхуçалăх производствипе, ют çĕршывсенчен кÿрсе килекен апат-çимĕç продукцийĕсемпе промышленноç таварĕсене хамăрăннипе улăштарассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене хускатнă. Сăмахран, «Общество тата влаç, тÿрĕ калаçу» площадкăри дискуссире федерацин тата регионсенчи ĕç тăвакан влаç тытăмĕсене ĕçĕн япăх пахалăхĕшĕн самаях критикленĕ те. «Эпир Владимир Путин Президентăн май уйăхĕнчи указĕсенчен 23 проценчĕ кăна пурнăçланнă тесе йышăнтăмăр, çавăн чухлех - пурнăçланманнисен йышĕнче, ыттисем - çурма пурнăçланисен е ячĕшĕн пурнăçланисен шутĕнчен. Çавăнпа та Халăх фрончĕ Президент указĕсене туллин тата пĕтĕмпех пурнăçланине тĕрĕслесе тăрасси хăйĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнине çирĕплетрĕ», - тенĕ Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн ĕçтăвком ертÿçин заместителĕ Наталья Костенко.
Ытти площадкăсенче те çивĕч калаçу пынă. Вĕсем - «Раççей почти» хăйĕн пулăшăвĕн тарифĕсене вышкайсăр ÿстерсе янипе тата субсиди калăпăшне чакарнипе регионсенчи тата муниципалитетсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен тăкакĕсене саплаштарма укçа-тенкĕ çителĕклĕ уйăрасси, çĕршыври медицина ĕçченĕсен çивĕч ыйтăвĕсене татса парасси, бюджет тытăмĕнчи учрежденисенче вăй хуракансен шалăвне çÿллĕрех шая хăпартасси, экономика рецессийĕн паянхи тăрăмĕнчен тухасси тата ытти те. Çавăн пекех форумра АПШ тата ăна «пăхăнакан» ытти çĕршывсен Раççее хирĕç йышăннă санкцийĕсене пула лару-тăру уйрăмах çивĕчленнĕ май пĕтĕм вăй-хăвата пĕрлештермеллине, унпа тухăçлă усă курмаллине палăртнă. Форумăн пленарлă канашлăвĕнче дискусси площадкисенче тунă резолюцисемпе çĕршыв Президентне паллаштарнă.
Юрий СТЕПАНОВ
Комментари хушас