Санкцисем çыхăну йĕркелеме май параççĕ

31 Пуш, 2016

Пуш уйăхĕн 28-29-мĕшĕсенче Чăваш Республикин делегацийĕ Челябинск облаçĕнче пулнă. Икĕ ен килĕштерсе ĕçлес, çĕнĕ партнерсем тупас ыйтăва сÿтсе явнă.

Пушăн 28-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Челябинск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕпе Борис Дубровскипе тĕл пулнă. Малтанах Борис Дубровский Михаил Игнатьева делегацие хăйсен тăрăхне илсе килнĕшĕн тав тунă. Михаил Васильевич бизнес тытăмĕнче опытпа ылмашăнмалли конструктивлă лапам тăвасси тĕп тĕллев пулнине палăртнă, санкцисем регионсен хушшинче хутшăну йĕркелеме май панине каланă. Унтан Михаил Игнатьев Чăваш Енри предприятисемпе организацисем пирки тĕплĕнрех каласа кăтартнă. Кĕпĕрнаттăра электротехника промышленноçĕн предприятийĕсем уйрăмах кăсăклантарнă. Михаил Васильевич республикăри организацисемпе предприятисен 20 проценчĕ инноваци продукцине кăларнине, пирĕн регионти агропромышленноç комплексĕ аталаннине палăртнă.

Икĕ регион ертÿçи социаллă тытăм, çуракине хатĕрленес ĕç пирки, ача сачĕсемпе шкулсем хута ярас ыйтăва та сÿтсе явнă, пысăк хăвăртлăхлă магистраль проектне пурнăçа кĕртес çĕрте килĕштерсе вăй хума йышăннă. Михаил Игнатьевпа Борис Дубровский Челябинск облаçĕн Правительствин тата ЧР Министрсен Кабинечĕн килĕшĕвне алă пуснă. Унта палăртнă тăрăх, икĕ регион суту-илÿпе экономика, наукăпа техника, социаллă культура тытăмĕсенче килĕштерсе ĕçлĕç.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

 

Рубрика: