«Сан мăйăхна каснăшăн Ваçук мана вăлта парнелеме шантарчĕ...»
«Тантăшăн» тимлĕ те хастар вулаканĕсем Александр Мясников ятне астăваççĕ-тĕр. Пĕлтĕр унăн калавĕсем хаçат страницисенче номертен номере кун çути курчĕç. Вырăсла çыракан авторăн хайлавĕсене Луиза Васильева журналист куçарнăччĕ. Федор Кузьмичăн, запасри аслă прапорщикăн, тата унăн Антун ятлă мăнукĕн путишле ĕçĕсене, тен, халĕ те астăватăр.
Ырă шÿт, çемçен тăрăхлани, вăлтса калани, шухăша уççăн пĕлтерни - йăлтах пур Александр Германович калавĕсенче. Ахăртнех, çавăнпа вĕсене вулама пуçăнсассăн вĕçне çитмесĕр те чарăнас килмест. «Малалла мĕн пулать? Мĕнпе вĕçленĕ-ши черетлĕ истори?» - пăлханса йĕрлетĕн автор шухăшне. Çыравçă вара вулакана кăсăклантарма пĕлет. Акă вăл пĕр ĕç-пулăма сăнланинчен пуçлать калăвне, çула май тенĕ пек тепĕр интереслĕ самант каласа парать, унтан иртнине таврăнса пĕр кана асаилÿ тыткăнĕнче киленсе ларать. Çапла карталанса пыраççĕ те ĕçсем.
Мĕншĕн аса илтĕм-ха эпĕ Александр Мясниковпа унăн хайлавĕсене? Ара, сăлтавĕ пур мар-и? Тин кăна Чăваш кĕнеке издательствинчен 1000 экземплярлă тиражпа çыравçăн «Мăйăхлă юлан утçă» кĕнеки /редакторĕ - Ольга Иванова, куçаруçи - Луиза Васильева/ пичетленсе тухрĕ. Ултă калав - пĕр хуплашка айĕнче. Халĕ вĕсемпе паллашма та меллĕрех, эрнесерен хаçат номерне кĕтсе лармалла мар-çке-ха.
Александр Мясников - çыравçă кăна мар, ÿнерçĕ те. Вăтам ÿсĕмри шкул ачисем валли хатĕрленĕ çĕнĕ кăларăма унăн ÿкерчĕкĕсемех илемлетеççĕ. Ÿнер тĕнчине пĕчĕкренех иленнĕ Александр Германович. Вăл Вăрмар райо-нĕнчи Кавал ялĕнче çуралнă. Анчах ачалăхĕ унта нумаях иртеймен - çемье Шупашкара пурăнма куçнă. Тăваттăмĕш класс хыççăн ÿнер шкулне çÿреме тытăннă арçын ача. Каярахпа ăсталăхне Шупашкарти ÿнер училищинче туптанă. Пушă вăхăтра яланах картина çырнă, ÿнерçĕ вăрттăнлăхĕсене ăша хывнă.
Кунпа çеç çырлахса ларман хастар яш. Пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă тени Александр Германовича тÿрремĕнех пырса тивет. Мал ĕмĕтлĕ йĕкĕт пограничниксен институтĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Çав хушăрах аллинчен сăрă киçтĕкĕ-кăранташĕ те, калемĕ те кайман. Александр Мясниковăн калавĕсемпе стат-йисем «Вестник контрразведки», «Пограничник», «Вестник границы России» журналсемпе «Граница России», «Честь имею» хаçатсен страницисенче кун çути курнă. 2006 çулта - «Пограничник» журналăн, 2011 çулта «Граница России» хаçатăн чи хастар авторĕ ята тивĕçнĕ. Кăçал Мускавра «Доб-ра мотивы не иссякнут» кĕнеке пичетлесе кăларнă. Халĕ Александр Мясников полковник, журналист, çыравçă тата ÿнерçĕ Мускавра тухакан «Граница» хаçатпа «Пограничник» журнал редакцийĕсенче вăй хурать.
Кам-ха вăл Федор Кузьмич? «Асатте - погланичник!» - тет пĕчĕк мăнукĕ. «Антун» калава вуланă май акă мĕн пĕлетпĕр: запасри аслă прапорщик Федор Кузьмич чикĕри çар ĕçне пăрахса мăшăрĕпе тăван ялне куçса килнĕ-мĕн. Пĕр хушă пахча ĕçĕпе тăрмашать вăл, анчах ялан çынсем хушшинче пулма хăнăхнăскере кунашкал пĕр евĕрлĕх часах йăлăхтарса çитерет. Вара ялти шкула учителе вырнаçать.
Калавсенчи ĕçсем Федор Кузьмич тавра аталанса пыраççĕ. Калаçма юратаканскер пуринпе те часах пĕр чĕлхе тупать. Çепĕç чунлă мăшăрĕ-и, шÿтлеме-кулма юратакан кÿршĕсем-и, кăмăллă ĕçтешĕсем-и - кашнинпе пуплеме хавас вăл. Кăмăла çĕклеме те пĕлет. Çапах мĕн те пулин килĕшмесессĕн çăварне шыв сыпнă пек тăмасть, сăмаха тÿрремĕн пат касса татать. «Шăл мыскари» калавах тишкерер. Шăл ыратни Федор Кузьмича тÿлевлĕ поликлиникăна илсе çитерет. Стоматолог ĕçленĕ хушăра ватă çын каллех асаилÿ авăрне чăмать. Иван Голушко ефрейтор заставăри Зорька ятлă лашан шăлне еплерех кăларнине аса илет. Кайран акă мĕн палăрать: тухтăр пĕр шăл вырăнне иккĕ кăларнă-мĕн. Çакăн пиркиех шур халатлисемпе çар çынни хушшинче тавлашу сиксе тухать. Айăпĕ камра? Тĕрĕслĕх кам енче? Ку ыйтусене вулакан хăй хуравлĕ.
Çапла, тĕрлĕ пăтăрмаха çакланать Федор Кузьмич. Пурпĕр хастарлăхĕпе ырă кăмăллăхне çухатмасть. Вĕриленсе кайсассăн та хăвăртах лăпланать. Ку вара пĕртте çăмăл мар, Антун мăнукĕ унăн чаплă мăйăхне касса илсессĕн, медале вăрласассăн - пушшех те. «Сан мăйăхна каснăшăн Ваçук мана вăлта парнелеме шантарчĕ...» - тет арçын ача. Медаль пирки ыйтсассăн вара: «Асатте, санăн ун пекки улттă таранах, çавăн чухлĕпе мĕн тăватăн? Авă Ваçук ашшĕн пĕрре те çук. Эпĕ ăна Ваçукпа рогаткăпа улăштартăм», - ăнлантарать Антун. Ваттин те çиленмелле ĕнтĕ, те шÿтлемелле...
Кăткăс лару-тăрура çухалса кайма та пулать, çапах пуçа усмалла мар. Пурнăç йĕрки çавнашкал-çке: шуррипе юнашар - хури, савăнăçĕпе çумăнах - хурлăхĕ. Йăлт çураçуллă та виçеллĕ. Федор Кузьмич пек кулленхи япаласенчех хавхалану çăлкуçне курма вĕренсессĕн вара нихăçан та аптăрамăпăр.
Комментари хушас