СĂМСАРАН ЮН КАЯТЬ-И?

10 Кăрлач, 2014

Ача сăмсинчен юн кайсан çаксене тума юрамасть:

  • ачасене вырăн çине минтерсĕр, урисене çÿлелле хуртарса вырттармалла мар. Кун пек пуçа юн ытларах пыма тытăнать, юн вăйлăрах каять*
  •  пуçа каялла яма. Ку юна венăпа юхса кайма чăрмантарать, юн каясси вăйланать*
  • унсăр пуçне юн тип пыра лекме, хăстарма, ÿпке шыççине пуçарма пултарать.

Çаксене тумалла:

  • чи малтан ачана лăплантармалла. Хумханнипе чĕре хытăрах тапать, юн ытларах каять*
  • ачана лартмалла, пуçне кăшт малалла пĕктермелле, кĕпе çухине, тÿмисене вĕçертмелле, чÿрече уçмалла, ачана тарăннăн сывлама хушмалла, сăмсапа сывласа илмелле, çăварпа сывласа кăлармалла. Ку юн çаврăнăшне, юн кĕвелессине лайăхлатать*
  • сăмса кăкĕ çине пăр е сивĕ шывра йĕпетнĕ ал шăлли хумалла. Ура çине - грелка. Ку сăмсари юн тымарĕсене пĕрме, урарине сарма пулăшать. Пуçри юн ура патнелле каять*
  • пÿрнепе сăмса çунаттисене хĕстермелле, сăмса шăтăкне водород перекиçĕнче йĕпетнĕ мамăк чикмелле.

Юн вăйлă кайсан ачана 1-2 чей кашăкĕ 5-10 процентлă хлор кальцийĕн ирĕлчĕкĕ е юн кайма чаракан мĕнле те пулин урăх препарат ĕçтермелле. Вĕсем алă айĕнче çук пулсан темиçе апат кашăкĕ тăварлă шыв ĕçтерĕр. Анчах вăл ачан пÿрипе чĕри сывă пулсан кăна юрать.

Юн кайнине чараймасан «васкавлă пулăшу» чĕнмелле.

Юн юхма пăрахнă хыççăн ачана пĕр вăхăт кофе, какао, çăра чей ĕçтерме юрамасть. Апат тата çак шĕвексем юн пусăмне ÿстерме, юн тымарĕсене сарма, çĕнĕрен юн юхтарма пултараççĕ.

Юн кайнин сăлтавĕсем:

  • сăмса ăшĕнчи юн тымарĕсем питĕ çиелте вырнаçнă, лăймака сийĕ çÿхе, кăшт амантнипе те, юн тымарĕ хăвăрт сарăлнипе те юн кайма пултарать*
  • ача сăмса шăтăкне чакаласан та, лăймака сий типсен те юн каять*
  • С витамин çитменнипе юн тымарĕсен стенкисем патракланаççĕ. Ачана пахча çимĕçпе улма-çырла ытларах кирлĕ*
  • хăш чухне сăмсаран юн кайнипе пĕрлех пуç ыратать, хăлха шавлать. Ку дистонипе çыхăннă. Ун пек чухне юн пусăмĕ тăтăшах сикет, юн тымарĕсем е пĕрĕнеççĕ, е сарăлаççĕ.

Ачан сăмсаран час-часах юн кайсан çак сĕнÿсене тĕпе хумалла:

  • ачана сăмса шăтăкне чакалама пăрахтарăр*
  • пÿлĕмри сывлăша нÿретмелле, батарея çине йĕпе ал шăлли хумалла е шыв тултарнă савăт лартмалла. Ача урамра нумайрах уçăлса çÿретĕр*
  • рационра пахча çимĕç, улма-çырла, сĕткен, витаминсем, белокпа пуян апат /тăпăрчă, пĕвер, чăх шÿрпи/ пулмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.