Самолета ларнă чухне

25 Нарăс, 2016

Пĕтĕм тĕнчери граждан авиацийĕн организацийĕ электроникăн лити-ионлă аккумуляторĕсене самолета илсе кĕме чарасшăн. Экспертсен шухăшĕпе, ку пушар кăларма пултарать.

Йĕрке кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Ку граждан авиацийĕн организацийĕнчи мĕн пур çĕршыва пырса тивет. Çав шутра - Раççее те. Самолета кĕсье телефонĕн, фотоаппаратăн, ноубтукăн тата ытти электроникăн аккумуляторне илсе кĕме юрамасть. Ку йĕркене лити-ионлă батарея валли ятарлă упаковка шухăшласа кăлариччен пăхăнма тивĕ. Çĕнĕ инструкци Шупашкарти аэропорта çитес вăхăтра килмелле. Чăваш Ен çыннисемпе хăнисене самолетпа усă курнă чухне багаж илсе çÿремелли йĕркен хушма инструкцийĕпе паллаштарма тытăнĕç.